Олег Николаев Сӑр тăрăхĕнчи пляжа кăҫалхи ҫул шыва кĕмелли тапхăр валли хатĕрлеме хушнă
Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисенче тата Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакансем валли лайӑх хыпар. Хӑтлӑ пляж Сӑр юхан шывӗ хӗрринче пулать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев шыва кӗме вырӑнсем йӗркелемелли плана туса хатӗрлеме хушнă.
Ҫакӑн пек сӗнӗве вӑл ака уйăхĕн 15-мӗшӗнче Правительство çуртĕнче республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хатĕрленессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе, ачасен çуллахи кану вырăнĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелессипе ҫыхăннă комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Канашлура шыва кӗмелли тапхăрта ҫынсене хăрушсăрлăхпа титвĕҫтерессипе ҫыхăннă хăш-пĕр мерăсем пирки те сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикинчи МЧСĕн шыравпа ҫăлавҫăсен службин пуҫлăхĕ Николай Глухов хăйĕн сăмахĕнче, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗмӗрле районӗсенче халӑх ӑҫта лекнӗ ҫавӑнта шыва кӗрет тенĕ. «Кашни ҫул шывра путса вилекенсем нумай вăл муниципалитетсенче, уйрăмах Ҫĕмĕрле хулинче. Унта ӗлӗкхи кирпӗч заводӗнчен пӑрахӑҫа тухнӑ карьер пур. Сăр тăрăхĕнчи шыва кĕмелли пляж юрăхсăра тухнине пула, халăх урăх вырăна ҫул тытать. Икĕ муниципалитет пĕр-пĕрин ҫине яваплăха куҫарма пикенеҫҫĕ. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратнă ыйту та пур, паянхи куна та 2017 ҫулта Улатăрта шывра путнă хĕре ҫăлавҫăсем тупайман-ха. Вăл та татса паман ыйтусем шутне кĕрет. Енчен те Сăр ҫывăхĕнче пляж пулнă пулсан, кун пек пăтăрмах тен сиксе те тухман пулнă пулĕччĕ», - тенĕ вăл.
Мӗншӗн тесен ҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнин сăлтавĕ шăпах та, ҫак ҫӳлерех асăннă йывăрлăхпа та ҫыхăннă. Шыв айĕнче специалистсем кирлĕ пек тĕрĕслев ĕҫĕсем йĕркелемен пулсан, шыва кĕме юракан ятарлă вырăн тесе ҫирĕплетмен, вăл тăрăхра халăхăн пачах та шыва кĕме юрамасть. Кун пирки халăхăн ҫирĕп ăнланмалла, йĕркене пăсма юрамасть тесе тепĕр хут асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Пĕвесенче, юхан шыв тĕпĕсенче тепре чухне мĕн кăна ҫук пулĕ, ăптăр-каптăр, шăпах та вĕсем кивелсе тутăхнă тимĕр хатĕрсем ҫынсен пурнăҫĕшĕн питĕ хăрушă япаласем пулса тăраҫҫĕ те ĕнтĕ.
Чӑваш республикин шыравпа ҫӑлав службин пуҫлăхĕ тепĕр пысăк тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă, Ҫӗмӗрле районӗнче водолазсем пӗррехинче культиватор та сӗтӗрсе кӑларнине хыпарланă. Ҫырантан пăхсан, пысăк япаласене шывра курса та ĕлкĕрме май ҫук, вĕсем вара сиен кӳрсе, ҫынсен пурнăҫне татаҫҫĕ тесе сăмаха ҫавăрса каланă ведомство ертӳҫи.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ыйтусем ҫине ячĕшĕн кăна тинкермелле мар тесе ӳпкелешсе илнĕ. Ҫынсене шыва кĕмелли вырăнсене лайăх тĕпчемелле тенĕ. «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕпе тата Чăваш Енри ГКЧС специалисчĕсен пĕрле Ҫĕмĕрле хулипе Ҫĕмĕрле районĕнче тата Улатăр тăрăхĕсенче вырăнти ертӳлĕхпе пĕрле пляжсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ҫыхăннă ыйтусене пурнăҫа кĕртме ятарлă план хатĕрлемелле», - тесе хушса каланă республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
Раҫҫей МЧСĕн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн пай пуҫлăхĕ Герман Майков хăйĕн докладĕнче кăҫал регионта шыва кĕмелли тапхăр валли 13 пляж специалистсем хатĕрлессине асăннă. Кунсăр пуҫне ялсенче пысăк пĕвесенче те халăха шыва кĕме ирĕк паракан ятарлă вырăнсем хатĕрлемелле тесе каланă сăмаха хушса, вĕсен шучĕ 108 кая мар пулмалла тенĕ вăл. Шыва кӗмелли вырӑнсене ҫу уйăхĕн 31-мӗшӗччен кая мар хатĕрлесе ҫитермелле тесе чĕнсе каланă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан палăртнă ыйтусемпе социаллă сетьре ытларах уҫă калаҫусем ирттермеллине асăннă, ăнлантару ĕҫĕсем чылай пулмалла, халăхпа профилактика ĕҫне те кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымалла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.