Олег Николаев Чӑвашкредитпромбанкăн конкурс производствин йĕркине ҫивĕч тĕрĕслевре тытать

Олег Николаев держит на личном контроле процедуру конкурсного производства Чувашкредитпромбанка

   Чăвашкредитпромбак пирки кредиторсен пĕрремĕш ларăвне ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, коронавирус алхаснине тĕпе хурса, ĕҫе урăх тапхăра куҫарни вырăнлă пулассине пĕлтернĕ вкладсене страхлас енӗпе ĕҫлекен агенствăн представителĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ хыҫҫăн журналистсемпе тĕл пулнă самантра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

  «Малтанласа палăртнă тăрăх, кредиторсен канашлăвне ҫу уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме йышӑннӑччӗ.  Паянхи уҫă калаҫу хыҫҫăн эпир ҫав ĕҫе урăх тапхăра куҫарни вырăнлă пулассине ăнланса илтĕмĕр.  Тен, ӑна ҫĕртме уйăхĕн варринче туса ирттерсен аван. Унран маларах тапхӑрта вара кредиторсене тӳлеме пуҫлĕҫ», - тенĕ регион ертӳҫи.  

   Сăмах май, банк уйрӑм ҫынсен 1,4 млн тенкӗ таран вклачӗсене страховани йӗркипе килӗшӳллӗн туллин панă.  Юлнă кредиторсене укҫа-тенкӗне тавăрса парас ĕҫ  малалла пырать. Юридици тытӑмӗсен конкурс производстви вӗҫленессе кӗтме тивет.

   «Банкăн пурлăхĕпе Чăваш Енре ĕҫлекен предпринимательсем те кăсăкланаҫҫĕ пулĕ. Енчен те вĕсене туянаҫҫĕ пулсан, пухăнакан укҫапа халăх парăмне те саплаштарма пулать», - тесе сăмаха малалла тăснă Олег Николаев

   Кредиторсен страховани пайне тӳлес ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Мускавра пуш уйăхĕн  вĕҫĕнче   «Вкладсене страхлас енӗпе ĕҫлекен агенство» патшалăх корпорацийĕн ертӳҫипе регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан тĕлпулу ирттернĕ.  

   Аса илтеретпĕр, 2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче  «Чӑвашкредитпромбанк»  АКБ ĕҫлеме пăрахасси ҫинчен йышăну тунă. РФ Тӗп банкӗ Чӑвашкредитпромбанкӑн банк ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламалли лицензине туртса илнӗ.  2020 ҫулта нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри Арбитраж сучĕ ҫӳлерех асăннă предприяти панкрута тухни ҫинчен пĕлтернĕ.  Конкурс управляющийĕн ĕҫне  «Вкладсене страхлас енӗпе ĕҫлекен агенство» ПК пурнăҫлама тытăннă. 

   Ҫӳлерех асăннă банка укҫа хывнӑ 10 904  кредитора страховани пайне «Россельхозбанк» АО банк-агент урлă пурĕ 2 702 млн тенкӗ чухлӗ тавӑрса панӑ. 

   Банкăн хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламалли укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 3972 млн  тенкӗпе, ҫав шутра халăх умĕнчи тата предпринимательсене тивĕҫтермелли парăм 2 709 млн танлашать. 



17 апреля 2020
12:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter