Коронавирус пирки йĕркеленĕ "хӗрӳ лини" ӗҫне ҫирĕп тĕрĕслеве илесси ҫинчен пĕлтернĕ Олег Николаев
Республика территорийӗнче ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗсем ан сарăлччĕр тата халăха асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Оперативлă штабӗн ларӑвӗ паян иртнĕ. Унта Олег Николаев Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийӗн представителӗнчен мӗншӗн "хӗрӳ лини" ҫине шӑнкӑравлама май ҫукки пирки ыйтса пӗлнĕ. Никам та хуравламанни, ҫынсем консультаци илейменни республика ертӳҫне пăшăрхантарнă.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийӗн асăрхава йӗркелемелли пайӗн пуҫлăхĕ Вера Головач хăйĕн сăмахĕнче, ведомствӑна коронавирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ шӑнкӑравсем чылай килсе тăраҫҫĕ тесе хыпарланă, ҫавӑнпа шӑнкӑравлама йывӑр пулма пултарать тесе ăнлантарнă.
"Вӑт ку тӗлӗнмелле япала. Эсир пӗрмаях калаҫатпӑр, халăха тĕрлĕ ыйтусене ăнлантарса паратпăр тетĕр, ҫынсем вара пачах урăхла калаҫҫĕ: шӑнкӑравлатпăр, гудоксем каяҫҫĕ, анчах та трубкӑна никам та ҫӗклемест, теҫҫĕ вĕсем. Халăх телефонпа шӑнкӑравласа хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илеймест. Тен ӳлĕмрен эпĕ хам сирĕн пата шăнкăравласа тухăп, тĕрĕслĕх тен ун чухне тӳрре тухĕ", - тенĕ пăшăрханса Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
Ҫавӑн пекех вӑл Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри Управленине регионта коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе пӗрле тачă ҫыхăнса малти вырӑнта ӗҫлеме хушнă.