Олег Николаева Ҫӗнӗ Шупашкар ҫемйине Бангкокран тавӑрасси пирки калаҫса татӑлма май килнӗ
Коронавирус амакне пула, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тăватă ҫынран тăракан ҫемье Бангкокра тăрса юлнă. Вĕсем тăван тăрăха килеймен, укҫа-тенкĕ те транспорт та пулман.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Таиландран «Бангкок-Хусан» рейспа республика ҫыннисене каялла тавăрма калаҫса килĕшнĕ. Тутарстан Республикин влаҫĕ шăпах та хăйсен гражданĕсене ют ҫĕршывран ҫав транспортпа илсе килнĕ. Ĕнер Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентешсем Хусана вĕҫсе ҫитнĕ.
«Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумне Татьяна Алексеевна Голиковăна тата Тутарстан Республикин Президентне Рустам Нургалиевич Минниханова ҫак ыйтăва татса пама витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем калатăп. Вĕсем ҫынсене ют ҫĕршывран илсе килес енӗпе кăна пулăшу паман, карантин вăхăтĕнче ятарлă учрежденине вырнаҫтарма та ятарлă условисем хатĕрлесе панă», - тесе каланă Олег Николаев.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан паянхи куна илес пулсан, ют ҫĕршывсенче пирĕн регионтан 200 ҫын пулнине, вĕсем 40 ҫĕршывра пурăннине хыпарланă.
«Эпир вĕсемпе ҫыхăну тытса тăратпăр. Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшатпăр. Ентешсене тăван тăрăха тавăрассишĕн ырми-канми вăй хуратпăр», - тесе хыпарланă Олег Николаев.