Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Мăнкун уявӗпе саламлани
Хаклă юлташсем!
Чăваш Республикинчи православи христианĕсене Мăнкунпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ кăçал, шел те, ăна унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймĕпĕр, пирĕн килте пулма тивĕ — çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ.
Ку чару — вăхăтлăх, çак тĕрĕслев витĕр эпир пĕр шухăшлă пулса тивĕçлипе тухасса шанатăп. Мăнкун хăвачĕ пирĕн кăмăла пăсаймĕ, пирĕн ĕненĕвĕмĕр мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшĕ.
Çутă Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр, ырра шанма пулăштăр, ырă ĕç тума хавхалантартăр.
Пурне те пĕтĕм чунтан сывлăх, килĕшÿ, ырлăх, юрату, пурлăх сунатăп!
Христос чĕрĕлнĕ!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев