Социаллӑ сетьсем Чӑваш Ен районӗсемпе хуласен администрацийӗсен ӗҫлемелли тӗп хатӗрсенчен пӗри пулӗ

Социальные сети станут одним из главных инструментов в работе глав администраций районов и городов ЧувашииЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев  районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене социаллӑ сетьсене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗнче активлӑрах усӑ курма хушнӑ.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ӗҫ формачӗ паян коронавирус ерекен инфекци сарӑласран асӑрхаттару шайӗнче требовани шутланать. Анчах та ӑна яланах йывӑрлӑхсем ҫинчен информаци илмелли хатӗрпе тата влаҫ органӗсен ӗҫӗ ҫинчен пӗлтермелли ӗҫ каналӗ пек усӑ курмалла.

"Ҫак каналсем урлӑ эпир ҫынсем паракан ыйтусем ҫинчен ҫителӗклӗ  вахӑтра пӗлсе пыратпӑр. Тепӗр енчен, вӗсем ҫине туххӑмрах тимлӗх уйӑрма май пур", - палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан.

Инвалид-колясочник пурӑнакан подъездра тирпейлӗх туни пирки сӑмах пуҫарнӑ. "Олег Ладыковпа ҫур сехет хушшинче ҫырусем ҫӳретмелли режимра эпир конкретлӑ ҫын валли питӗ кирлӗ ыйтӑва татса патӑмӑр", - каласа панӑ вӑл, ҫакӑн пек форматпа республика министерствисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫление палӑртнӑ.

Иртнӗ канашлу шайӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан патне панӑ ыйтусене татса памалли майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пӑхса тухнин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ваннӑ ҫулсем, кӗперсем, тӳлевсӗр апат-ҫимӗҫ  тата ытти ыйтусем ҫине оперативлӑ хуравсем панӑ. Патӑрьел тата Сӗнтӗрвӑрринче эрне хушшинче ҫӳп-ҫап куписене пӑрахӑҫламалла. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Хӗрлӗ Чутай салинчи шкул патнелле ҫуран ҫӳреме ҫул йӗркелӗҫ. Шупашкар районӗнчи пӗр поселенире дамба юсаса ҫӗнетмелли ӗҫ приоритетлӑ проектсен переченьне кӗрет.

Регион ертӳҫи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене социаллӑ сетьсем урлӑ тӑтӑшах канашлусем ирттерме, граждансен ыйтӑвӗсене тӗплӗн татса пама, ҫавӑн пекех паха опытсене тӗпе хурса ӗҫлеме сӗннӗ.



02 апреля 2020
19:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter