«М-7 трасса Чӑваш Ен территорийӗнче федераци ҫулӗсен нормативӗсемпе килӗшӳллӗ пулать», - тенӗ Олег Николаев

Олег Николаев: трасса М-7 на территории Чувашии будет соответствовать нормативам федеральных дорог Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗсӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев "Атӑл-Вяткин регион Федерацийӗн ҫул-йӗр агентствин автомобиль ҫулӗсен Федераци управленийӗ" ФКУ ертӳҫипе Илдар Мингазовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  Ертӳҫӗсем Чӑваш Республикин территорийӗнчи федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем  ҫинчен ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Регион тӑрӑх федерацин 3 ҫулӗ иртет (М-7 "Атӑл", "Вятка", А-151 Ҫӗрпӳ-Ульяновск), вӑл 325 ҫухрӑмпа танлашать.  

Олег Николаев хальхи вӑхӑтра чи пысӑк  йывӑрлӑх Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Кӳкеҫ, Лапсар ҫывӑхӗнчи М-7 "Атӑл" трассӑн лаптӑкӗ ҫине ӳкнине палӑртнӑ.

"Ку лаптӑка тӗпрен тишкермелле, кирлӗ пек мерӑсем йышӑнмалла. Экологи ҫине те тимлӗх уйӑрмалла. Эпир сирӗнпе хамӑр ӗҫе тӗрӗс йӗркелеме пултарасса шанатӑп", - тенӗ вӑл.

 "Пирӗн М-7 трассӑна норматива килӗшмелле аталантармалла. Программӑна 2024 ҫулччен ҫирӗплетнӗ, эпир кунта  пысӑк малашлӑх куратпӑр", - хуравланӑ Илдар Мингазов.

"Федеральное управление автомобильных дорог Волго-Вятского региона Федерального дорожного агентства" ФКУ ертӳҫи предприятийӗн ҫывӑхри планӗсем ҫинчен те каласа панӑ. "Пирӗншӗн ӗҫ кунӗсем ҫук текен ӑнлав пулмалла мар. Ҫул пайӗ кирек хӑш вӑхӑтра та пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлемелле. 2020 ҫулта 65,5 ҫухрӑм ҫул тума тата юсама палӑртнӑ", - каланӑ Илдар Мингазов.

Строительство тата юсаса ҫӗнетме 884 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ, 2 объект пурнӑҫланӑ: Сӑр  юханшыв урлӑ кӗпер тунӑ тата М-7 "Атӑл"ҫул лаптӑкне юсаса ҫӗнетнӗ.

 

Фоторепораж



02 апреля 2020
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter