Олег Николаев Ҫӗнтерĕве 75 ҫул ҫитнине халалласа Хабаровск-Мускав ҫул ҫӳреве тухнă ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с участниками комбинированного перехода Хабаровск-Москва, посвященного 75-летию Дня Победы

Хĕвел тухăҫ ҫар округĕнчи служащисем йĕлтĕрпе, «Тигр» бронеавтомобильпе тата ытти техникăпа 8000 ҫухрăм ытла ҫула парăнтарĕҫ.  Вĕсен тĕллевĕ – Хĕрлĕ тӳреме Ҫĕнтерӳ Ялавĕн копине илсе ҫитересси.   Ял территорийĕсем урлă иртнĕ ҫемĕн ҫар ҫыннисем патриотизм темипе тĕрлĕ мероприятисем йӗркелесе ирттереҫҫĕ.  Паянхи лару-тăрура, коронавирус амакне пула, палăртнă мероприятисене вĕсем туллин кăтартаймаҫҫĕ. «Малалла ăнтăлатпăр, Ҫĕнтерӳ Ялавне ҫирĕп тытса колоннăпа пыратпăр», - тесе каланă Павел Левич гварди сержанчĕ.  Пур-пĕрех кăмăлсем лайăх, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, шанăҫа ҫухатмастпăр тесе пĕлтернĕ вăл.  «Пирĕн тĕллев – ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Ялава Мускава илсе ҫитересси. Хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăҫлатпăр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Шупашкара килсе ҫитнĕ ҫар ҫыннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кĕтсе илнĕ. Кăҫал Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитет. «Чăваш Республикинче паллă пулăма асăнса чылай мероприятисем плана кĕртнĕ. Шел пулин те, вĕсене усал чире – клронавирус амакне – пула каярахри тапхăра куҫарма тивет. Эсир вара хăвăрăн ҫула малаллах тăсатăр. Уншăн сире пысăк тав.  Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пани, пирĕн асаттепе асаннесен, мăн аслаттесен, аттесен паттăрла ĕҫĕсем нихăҫан та асран тухмĕҫ, вĕсем пире мирлĕ пурнăҫ парнелессишĕн хăйсене шеллемесĕр тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă. Паян та вĕсем пире ырă ĕҫсем тума хавхалантарса пыраҫҫĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.      

Палăртса хăваратпăр, ҫар ҫыннисем пурĕ 8492 ҫухрăм тăсăлакан ҫула парăнтараҫҫĕ.  РФ 17 субъектĕнче пулаҫҫĕ, 741 ял тăрăхне ҫитсе килĕҫ. Ҫул ҫӳреве Мускавра ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕҫлеме план тунă.         

Фоторепортаж    



20 апреля 2020
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter