Олег Николаев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна ҫуралнӑ кунпа саламланă
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна ҫуралнă кун ячĕпе саламланă.
Олег Николаев сумлă ҫыннăмăра регионта пурăнакансене ăс-хакăл тĕнчине упраса пыма вĕрентсе пынăшăн, тĕн йĕркине ҫирĕп тытма витĕм кӳнĕшĕн, мĕнпур пархатарлă ĕҫсемшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Владыкăна вăрăм ĕмĕр, вăй-хал, ҫирĕп сывлăх суннă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
«Эсир тăван регионшăн сахал мар пысăк ĕҫсем тунă. Чăваш Енре чиркӳсем ҫĕкленсе вăй илсе пыччĕр тесе халăхпа пĕрле килĕшсе пысăк тӳпе хывнă. Тĕрлĕ тĕн халăхне килĕшӳре, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнма вĕрентсе пыратăр. Обществăра тăнăҫлăха упраса хăварассишĕн пархатарлă та яваплă ĕҫсем йĕркелетĕр. Кашни сирĕн ĕҫ хăйне евĕр паха, тарăн шухăшлă. Эсир халăха юратни, ăна пăхăнса пурăнни темрен те пысăк ĕҫ. Чыс та Мухтав Сире паллă ентешĕмĕр, таса чунпа пурăнма вĕрентекенĕмĕр. Халăхшăн тăрăшнăшăн, вырăс православи чиркĕвне пулăшса пынăшăн тав. Малашне те влаçпа чиркĕвĕн ĕçлĕ çыхăнăвĕ аталанасса шанатăп», - тесе каланă вăл. Сăмах май, паян тепĕр хут регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан тĕнчере усал амак алхаснă тапхăрта, Чăваш Енре те коронавирус сарăлнине шута илсе, чиркӳпе ҫыхăннă пысăк уявсене килте ирттерме ирĕк панăшăн, тĕрĕс йышăну тунăшăн Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне тав сăмахĕсем каланă.
Малашне те Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлессине асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. «Турра тав, Сирĕнпе пĕрле килĕшсе пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса килĕшсе пурăннишĕн. Шăпа ҫапла пулнишĕн мăнаҫланатăп. Пуласлăхра пирĕн сахал мар пĕрлехи ĕҫсем. Кашни ҫын чĕринче таса кăмăл ҫураттăр Сирĕн пархатарлă ĕҫ. Ырри ҫеҫ хуҫалантăр пирĕн тĕнчере, пурнăҫра», - тесе каланă Олег Николаев.