Олег Николаев Ҫĕнтерӳ кунне уявламалли формата ҫӗнӗлле пӑхса тухма хушнă

Олег Николаев поручил пересмотреть формат празднования 9 маяҪĕршывра коронавирус амакĕ алхаснине пула, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул  ҫитнине халалланă мероприятисен форматне ҫĕнĕлле пăхса тухма чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

«Малтанласа палăртса хунă пек пĕтĕмпех мероприятисем пулаймĕҫ. Дистанци технологийĕ вăй илсе пынине кура,  хăйне евĕр паянхи пурнăҫ таппине тӳр килтерсе паллă пулăма йĕркелеме йышăнса хăвармалла. Ҫĕнтерӳ кунĕ пирĕн паттăрсемшĕн чыслăн пур-пĕрех иртмелле», - палăртса хăварнă Олег Николаев.  

Калăпăр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă.  Вăл мероприяти социаллă сетьре анлă сарăлнă.   Олег Николаев хăйĕн аслашĕ пирки питĕ кăсăклă каласа панă.  Вăрҫă хирне тухса кайнă тăвансем ҫинчен - асаттепе аслаттесем пирки хыпарсене #ВместеГордимся #ПерлеМухтанатпар  сетьре Чăваш Енре пурăнакансене ҫырса пĕлтерме чĕнсе каланă.  



21 апреля 2020
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter