Министрсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем коронавирус пуррипе ҫуккине тĕрĕслеме анализ панă
Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче ĕҫлекенсем коронавирус инфекцийĕ пуррипе ҫуккине тĕрĕслес тĕлĕшпе анализ панă. Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те ĕҫе хапăл тусах хутшăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче ĕҫлекен тĕрлĕ структура ертӳҫисем ҫак мероприятине хастар хутшăнни куҫкĕретех.
Паян, биоматериала илме тухтӑрсем Правительство ҫуртне пынӑ. Ку мероприятине Роспотребнадзор ыйтнипе пурнăҫланă. Правительствăра ĕҫлекенсем пулнине кура, кун пек йышăнăва тăвас тенĕ вĕсем.
Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе мĕнпур мероприятисене видео-ҫыхăну мелĕпе йĕркелесе пыраҫҫĕ, коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мерăсене ҫирĕп пăхăнса пыраҫҫĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсен анлă ларăвĕсене, планеркăсене те ҫак ҫӳлерех асăннă форматпа йĕркелесе ирттереҫҫĕ.
Аса илтеретпĕр, малтанласа коронавирус чирӗнчен тӗрӗсленнӗччӗ хăйсен ирĕкĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем.