Олег Николаев Чӑваш Енре витĕмлĕ ĕҫлекен общество тӗрӗслевне йӗркелеме хушнă

Олег Николаев поручил наладить в Чувашии действенный общественный контрольПаян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче видео-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ ларура Чăваш Республикинчи общество тĕрĕслевĕпе ҫыхăннă саккун проектне тишкернĕ. Ку ĕҫе ытларах чухне обществăлла канашсем йĕркелесе тĕрĕслев ирттереҫҫĕ. Кашни ведомствăра, министерствăва ҫакăн евĕр ушкăнсене ҫирĕплетнĕ. Палăртмалла, мĕнпур ĕҫе общество канаш пайташĕсем тӳлевсĕр, хăйсен кăмăлĕпе пурнăҫланă.  Паха экспертсем хăйсен сĕнĕвĕсемпе витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.  

«Тен, малашне патшалăхăн ĕҫ тăвакан валаҫ органĕсенче ҫак ҫӳлерех асăннă обществăлла канашсен членĕсене конкурссем урлă явăҫтармалла.  Ҫирĕп йĕрке пăхса хăвармалла,  унпа килĕшсе ĕҫлеме пуҫламалла», - тесе ăнлантарса панă саккунăн ҫĕнĕ проектне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Николай Каргин.

Халиччен ку ĕҫе Чăваш Республикин Общество палата ертӳлĕхĕпе килĕшсе йышăннă пулнă, конкурс тени пачах пулман.  Малашне ҫак ĕҫе ҫĕнĕлле, конкурс ирттерсе йышăнса хăварма сĕнетпĕр.  Патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем хăйсем ҫирĕп йĕркене пăхăнса пурнăҫлĕҫ ҫак конкурс ĕҫне.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев шухăша ырланă,  саккун  проекчĕ аван тенĕ, Чăваш Республикин Общество палатăн пĕрлехи ĕҫĕ тесе хакланă.

«Обществăлла тĕрĕслев яланах пулмалла. Кун пирки пирĕн ума РФ Президенчĕ те тĕллев лартнă.  Тĕрлĕ канашсем пулни паха. Вĕсем сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ, саккунсене малтанхи тапхăрта ҫирĕп сӳтсе явма витĕм кӳрсе тăраҫҫĕ.  Проектсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине те вăл канашсен пайташĕсем тĕрĕслеве илеҫҫĕ», - тенĕ Олег Николаев.

Палăртма кăмăллă, ӳлĕмрен Чăваш Республикин Общество палати Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн структуринче пулать.   



22 апреля 2020
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter