"Сычуань-Чӑваш Ен" инвестициллĕ проека республикӑра пурӑнакансемпе пĕрле сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн тин пурнăҫа кĕртме пай пур», - тесе каланă Олег Николаев

Олег Николаев: «Строительство объектов в рамках инвестиционного проекта «Сычуань-Чувашия» возможно только после обсуждения с жителями республики»

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Сычуань-Чувашия» проекта пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтупа видео-ҫыхăну мелĕпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем Китай инвесторĕсемпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ.

«Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания»  ТМЯО Чăваш Республикинче агропарк тума тĕллев лартнă, ăна пурнăҫа кĕртме пурĕ 10 млрд тенкĕ йышăнса хăварнă. 

Ку объекта Китайăн тата Раççeйĕн пĕрле пурнăçламалли 70 проект шутне кĕртнĕ.

Проектпа килĕшӳллĕн пирĕн регионта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пысăк комплекс хута яма палӑртаҫҫӗ инвесторсем.  Производство ӗҫӗ сĕт-ҫу, аш-какай тирпейлессипе ҫыхӑннӑ. Хальлĕхе пăшăрхантаракан ыйту та пур-ха, объекта хăпартса ларма ирĕк паракан ҫĕр лаптăкне халĕ те йышăнса хăварман. Объект валли мӗнле районта вырăн пăхса хăварма шут тытсан та вырăнти халăх ҫав йышӑнупа килĕшменни куҫкĕретех. Калăпăр, хĕрӳ калаҫу Муркаш тăрăхĕнче те пулса иртнĕ.  Каярах вара Шупашкар районĕнче, Шупашкарта, Ҫĕрпӳре тата Ҫĕмĕрле районĕнче те кун евĕр пăтăрмахсем пулкаланă.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫакăн евĕр пăтăрмахсем малтанхи Правительство членĕсемпе инвесторсем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесе пыманнине кура сиксе тухнине асăннă. Проектсене халăхпа пĕрле уҫăмлăн тата анлă пăхса тухманнине кура, чăрмавсем ҫине-ҫинех пулкаланă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Проекта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата КНР Си Цзиньпиня Правительстви пĕр-пĕринпе килĕшсе пурнăҫа кĕртме план тунă. Пур-пĕрех чылай ыйту сиксе тухнă.  Халăха ăнлантарса пама пĕлмелле, проектăн пĕлтерĕшĕ ҫинчен калакан тĕрĕс хыпарсене ҫынсем патне анлăрах майпа ҫитермелле», - тесе чĕнсе каланă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.   

Паянхи куна илес пулсан, Китай инвесторĕсене Пăрачкав районĕнче арендăна пурĕ 5 пин га ҫĕр лаптăкĕ уйăрса панă.  Планпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан асăннă лаптăка пысăклатма та ирĕк пур.  Ҫĕмĕрле районĕнче те ку ыйтăва татса пама условисем ҫителĕклĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан сăмах май, паянхи куна регионта ял хуҫалăх тытăмĕнче тăрăшакансем ҫурхи ĕҫсене пурнăҫлама пуҫланине пӗлтернӗ.  Апла пулсан, Китай инвесторĕсем валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем ҫинче те ҫурхи ĕҫсене пуҫламалла тесе хушса каланă.    «Ҫĕнĕ проектсем ял хуҫалăх пайне паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлесе пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕҫлемелле. Ун чухне мĕнпур ĕҫ кал-кал пырĕ.  Халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йӗркеленĕҫ, пысăк технологи вăй илсе пырĕ.  Таварсен пахалăх шайĕ те ӳсĕ. Ҫакна пурсăмăрăн та лайăх ăнланмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.  Ĕҫ-хĕле Раҫҫей Федерацийĕн саккунĕсене пăхăнса пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла.  Предприяти ертӳлĕхне ял хуҫалăх ӗҫӗнчи опычӗ те, тавракурăмӗ те пысăк ҫынсене уйӑрса лартсан аван. «Енчен те сире валли ҫынсем кирлĕ пулсан, эпир хамăр енчен вӗсене тупма  хатĕр», - тенĕ вăл Китай инвесторĕсене.  

Чăваш Республикин Правительстви хăй ҫине илнĕ ĕҫсене тӳрре кăларма хатӗр. «Эпир ҫавăн пек - енчен те сăмах патăмăр пулсан, ăна тытатпăр. Сирĕн енчен те ҫакăн йӗрке пулсан аван. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пымалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Фоторепортаж



22 апреля 2020
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter