Общество канашĕсем ячĕшĕн ан пулччăр

Кун йĕркине тишкерме икĕ теçетке ытла ыйту кĕртнĕ пулин те Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ вăраха каймарĕ - çур сехетрех вĕçенчĕ. Икĕ саккуна кĕртмелли тÿрлетÿсене ырларĕç, патшалăхăн темиçе программине, Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăх полномочийĕсем парасси çинчен калакан саккуна тÿрлетесси вырăнти влаçа пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлев илмелли право пур граждансене шута илмелли тивĕç парассипе çыхăннă. Саккун проектне тавлашмасăр ырларĕç. Сăмах май, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмаллисен йышне 1,4 пин ытла çынна кĕртнĕ. Вĕсенчен 293-шĕ — агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем, 659-шĕ социаллă сферăра тăрăшать, ыттисем – ялта ытти сферăра ĕçлекенсем.

Общество тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Каргин паллаштарчĕ. Общество тĕрĕслевне ытти тытăмпа пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнче йĕркеленĕ общество канашĕсем те пурнăçлаççĕ. Вĕсен йышне министерствăсемпе ведомствăсен йышăнăвĕсен пахалăхне лайăхлатмашкăн пулăшма тивĕç сумлă та опытлă экспертсем кĕреççĕ. Сĕнÿ — çав канашсене кĕрекен çынсене малашне конкурс никĕсĕ çинче суйласа илесси.

— Общество тĕрĕслевĕн витĕмлĕхне тивĕçтермелле, — терĕ кун пирки Олег Николаев. — Ĕç тăвакан органсен çумĕнчи ячĕшĕн пухăннă пĕрлĕхсем мар, чăннипех ĕçлекен общество канашĕсем кирлĕ. Вĕсем саккун проекчĕсен пуçламăш вулавне пурнăçлаччăр, тепĕр енчен, вĕсене кашни тапхăрта — йышăну тунинчен пуçласа ăна пурнăçличчен — общество сÿтсе явассине тивĕçтерччĕр.

Çакăн пирки каланă май Олег Алексеевич ЧР Общество палатин аппаратне штата икĕ единицăпа пысăклатса çирĕплетме йышăнни, вăл ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн тытăмне кĕресси çинчен те пĕлтерчĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа та çĕнелчĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарнă улшăнусем ун валли уйăракан укçа виçине пырса тивеççĕ. Программăн кăçалхи тăкакĕсем 1,9 миллиард тенке яхăн пулĕç. Çавăн пекех уйрăм индикаторсене те улăштарчĕç. Сăмах республикăна федераци бюджетĕнчен уйăрса паракан укçапа ача виççĕ тултаричченхи отпускри, çавăн пкех шкулчченхи çулсенчи ачаллă хĕрарăмсене — вĕренме, квалификаци улăштарма, 50 çулти тата аслăрах е пени умĕнхи çулсенчи çынсене хушма професси илме пулăшасси пирки пырать.

Тепĕр йышăну та укçапах çыхăннă. Çамрăк çемьесем 2002-2009 çулсенче илнĕ ипотека кредичĕсен проценчĕсене тÿлемелли тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли йĕркене улшăну кĕртессине ырларĕç. Çамрăк çемьесемшĕн курăмлă пулăшу пулĕ. Вĕсен асăннă çулсенче ипотека илнĕ йышĕ пысăк — 5,4 пин ытла. Чăн та, нумайăшĕ кивçене татнă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра кредитшăн тÿлекенсем йышлă тееймĕн — 578 çемье юлнă, вĕсен процент ставкисене субсидилесси 2024 çулччен тăсăлĕ.

Культура министрĕ Роза Лизакова професси коллективĕсене пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене памалли йĕркене улшăнусем кĕртес ыйтупа сăмах илчĕ — вĕсем грант памалли конкурс йĕркелĕвне пырса тивеççĕ. Укçапа тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслесе тăрасси те çирĕпрех пулĕ.. Тÿрлетÿсене ырларĕç.

Роза Михаловна темиçе сăмахпа хайхи грантсен пысăк пĕлтерĕшне те палăртса хăварнчĕ. 2006 çултанпа паракан çак укçапа республикăри пултарулăх коллективĕсем культурăри курăмлă проектсене пурнăçланă. Çав шутра — сцена çине кăларнă «Нарспи» мюзикл, театрализациленĕ «Авалхи сас» программа, «Сарпике», «Аттила» балетсем, «Шывармань», «Нарспи» оперăсем, ыттисем.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
22 апреля 2020
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter