Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ

Чăваш чĕлхине упраса хăварасси пирки нумай калаçатпăр. Çакă мана та кăсăклантарать.
Эпĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине нумай çул вĕрентрĕм. Çав вăхăтрах вĕренекенсем чăваш чĕлхинчен уйрăлманнишĕн савăнаттăм. Халĕ вара ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхерен сивĕтесшĕн. «ЕГЭ тытма вырăс чĕлхи кирлĕрех», — терĕ хĕрарăм мана пĕринче.

Паллах, эпĕ çакна хирĕçлеместĕп, анчах хамăр тăван чĕлхене те манмалла мар. Ман шутпа, ачана чăвашла вĕрентесси — ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Çемьере аслисем чăвашла калаçмасан ача мĕнле вĕрентĕр? Тăван сăмах ача чунне амăшĕн кăкăр сĕчĕпе кĕрсе вырнаçмаллине калаççĕ ăсчахсем. Çакă питĕ тĕрĕс.

Садиксенче те мероприятисене чăвашла ирттерме тăрăшмалла. Çапла майпа тăван чĕлхене пĕчĕкрен юратма, хисеплеме хăнăхтармалла, унсăрăн кая юлатпăр. Ача çитĕннĕçемĕн тăван чĕлхерен ютшăнма тытăнасси куçкĕретех. Телевизор, компьютер умĕнче ларнă май хăйсемех вырăсланаççĕ.

Ман шутпа, тăван чĕлхене упрама çемьерен пуçламалла. Ашшĕ-амăшĕн ачапа чăвашла калаçмалла. Ара, аслисене кура кĕçĕнни тĕслĕх илет-çке. Район пуçлăхĕсем те вырăсланчĕç хальхи вăхăтра. Залра чăвашсем çеç пулсан та канашлусем, пухусем вырăсла иртеççĕ. Çакă чăваш чĕлхинчен ютшăнни пулмасть-и?

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
22 апреля 2020
12:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter