Чӑваш Енре куллен 120 пин ытла маска тирпейлесе кăларĕҫ

В Чувашии будут выпускать более 120 тысяч масок ежедневно Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Яхтинг» тулли мар обществăра пулнă, предприяти ĕҫĕпе кĕскен паллашнă. Паянхи пурнăҫ таппинче усал чир-чĕр вăй илсе пынă май, коронавриус инфекцине хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă хатĕрсем, маскăсем тирпейлесе кăларассипе тимлет организаци.

Палăртса хăваратпăр, Олег Николаев маларахри вăхăтра, чир-чĕр тин ҫеҫ алхасма пуҫланă чухнех, Чăваш Енри предприятисене медицина маскисене ытларах калăпласа кăларма чĕнсе каланăччĕ.  Ҫакна шута илсе, ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма шут тытнă предприятисем.

«Яхтинг» ТМЯО генеральнăй директорĕ Анатолий Шатиков хăйĕн сăмахĕнче, предприяти маскăсем тирпейлесе кăларас ĕҫе кĕске вăхăт хушшинче пурнăҫа кĕртме пуҫланине асăннă.  Пуш уйăхĕн вĕҫĕнче асăннă тавара  тирпейлессипе прозводство ĕҫлеме тытăннине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Гигиена маскисене, шăпах та медицина хатĕрĕсене шута илсе калăпланине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Унпа кашни ҫын, медицинăра вăй хуракансем те туллин усă курма пултарнине пĕлтернĕ предприяти ертӳҫи.  Таварсен пахалăх шайĕ ҫӳллĕ тесе те хакланă ертӳлĕх.  Ҫу уйăхĕн пуҫламăшĕнче паха тавар халăх патне ҫитессе хыпарланă, кулленех предприяти 120 пин маска тирпейлесе кăларма пултарасса шантарсах каланă организаци пуҫлăхĕ.   

Пĕлме: «Яхтинг» ТМЯО  арҫынсем тата хĕрарăмсем валли тĕрлĕ тум-тир калăпласссипе ĕҫлет.  Предприятисенче тăрăшакансе валли вĕсен таварĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Ĕҫре усă курмалли тавар транспорт тытăмĕнче вăй хуракансемшĕн питĕ паха. Кунсăр пуҫне атă-пушмак калăплать организаци, вĕсемпе пысăк промышленноҫ предприятийĕсенче усă кураҫҫĕ, калăпăр: «РЖД» АУО, «Башнефть» АНК ПАО ĕҫченĕсемшĕн таварсем питĕ усăллă пулни куҫкĕретех.   



23 апреля 2020
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter