Олег Николаев муниципалитет службин ветеранӗсене Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ видео-ҫыхăнура муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансене, район тата хула администрацийĕсенче ĕҫлекен пуҫлăхсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.
«Паянхи тĕлпулу хăйне евĕр пулса тăчĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле куҫа-куҫăн тĕл пулса калаҫас килеччĕ, анчах паянхи пурнăҫри лару-тăру, коронавирус амакĕ ҫапла тума май памарĕ. Пĕр-пĕрин йывăрлăхĕсем пирки, кулленех ĕҫре тĕл пулакан ыйтусене те пĕрле татса памалаччĕ. Хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе чысламалаччĕ, вăл та хăйне евĕр уяв пулнă пулĕччĕ. Пур-пĕрех, сире саламлатăп, малашнехи ĕҫре ырлăх-сывлăх, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе калатăп», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас, таврана тирпей-илем кĕртес ĕҫсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен пысăк тӳпи пулнине палăртнă регион Пулăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.
«Эпир сирĕнпе кулленех пĕр-пĕринпе канашласа ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми вăй хуратпăр. Халăхăн сывлăхне упрасси ҫине, паха условисем йĕркелесе парассине тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех. Эсир территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗшӗн, хуласемпе ялсене тирпей-илем кӗртессишӗн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗсен пӗр кӑлтӑксӑр та шанчӑклӑн ӗҫӗшӗн тата ытти чылай ӗҫ-хӗл енӗпе яваплӑ шутланатӑр. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тĕллевлĕн тухăҫлă ĕҫлесе пыратпăр. Пĕр сăмахпа каласан, районсенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ хуларисенчен пĕрре те кая маррине курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче вăл.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕ пирки каласа кăтартнă, Чăваш Ен пуласлăхĕн ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явнă.
Анатолий Кузьмин 1998-2011-мĕш ҫулсенче Вăрнар район администрацийĕнче ертӳҫĕ пулса ĕҫленĕ, халĕ вăл тава тивĕҫлĕ канура, пур-пĕрех паянхи кун та регион епле аталанаса пынине сăнаса тăрать. Районсемпе хуласем вăй илсе пынипе те кăмăллă пирĕн ентешĕмĕр. Галина Солоденова тепĕр паллă ентеш, вăл Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕнче тăрăшнă. Паянхи кун та вăл ҫав муниципалитетрах вăй хурать, ҫитĕнекен ăрăва паха ĕҫ опытне вĕрентет.
«Ĕҫ, каламасăрах паллă - ҫăмăл мар. Пирĕн хушăмăрта нумай ҫул ĕҫленисем питĕ сахал. Малашне те пирĕн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шанатпăр. Ҫамрăксем ăша хывса пурăнасса, пирĕн пек хастар та тăрăшуллă ĕҫлессе те ĕненетпĕр. Пысăк тав, Сире пире манманнишĕн, сума суннишĕн», - тесе каланă Галина Николаевна.
Олег Николаев ветерансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Вĕсем ҫамрăксене вĕрентсе пыни паха тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. Районсемпе хуласен ертӳлĕхĕсене ҫамрăксемпе ĕҫлеме, вĕсене вара аслă ҫултисенчен тĕслĕх илсе пыма чĕнсе каланă.
«Тепĕр хут Сире пысăк тав сăмахĕсем калатăп. Пĕрле ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсем туса пырассине, килĕшсе халăх ырлăхĕшĕн ĕҫлессе, сирӗнпе пӗрле эпир умри тӗллевсене ентешӗмӗрсен ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑн татса пама, Чӑваш Республикине пуянрах та илемлӗрех тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.