Олег Николаевăн ырӑ кӑмӑллӑх пирки саккун пуҫарăвĕпе Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви килĕшнĕ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев паянхи пурнăҫ таппине тĕпе хурса, час-часах ыркăмăллăх ĕҫĕсем пирки сăмах пуҫарать. Хăй Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне предприятисене, енчен те вĕсем таварсемпе ырă ĕҫсем тума тăкакланавҫҫĕ пулсан, вĕсенчен тупăш тесе налук хывма пăрахăҫлани аван тесе сăмах пуҫарнăччĕ, НДС тӳлемесен те вырăнлă пуласса асăнса хăварнăччĕ.
Нумаях пулмасть, Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевăн пуҫарăвне итленĕ, ырласа хăварнă шухăша.
Палăртса хăваратпăр, Олег Николаев ырă ĕҫ тăвас текенсене яланах хисеплет. Вăл пуҫарнипе, шăпах та йывăр лару-тăрура Чăваш Енре волонтерсем халăха тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме пуҫларĕҫ. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин тĕп хулинче пурĕ ҫакăн евĕр центрсем 21 хута кайнă. Хастарсем ватă ҫынсем патне тата ытти категорири граждансене апат-ҫимĕҫ таварĕсем, эмелсем, пурнăҫра кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ япаласем илсе ҫитерсе параҫҫĕ. Уйрăмах сусăрсем патне волонтерсем пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.
Ҫак ыркăмăллăх ĕҫне регионти предприятисемпе организацисем те хăйсен ирĕкĕпе хапăл тусах хутшăнма кăмăл тунă. Республикăри сиплев учрежденийĕсене тĕрлĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ, профилактика ĕҫне пурнăҫлама хими препарачĕсене те вăхăтра пама тăрăшаҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан мĕнпур хатĕрсем ҫителĕклĕ таран хатĕрлесе тăратаҫҫĕ. Агропромышленноҫ предприятийĕсем пахча-ҫимĕҫ таварĕсене, вĕри апатпа та тивĕҫтерес тесе пĕтĕм кăмăлтан тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, мĕнпур ĕҫе тӳлевсĕр тума пĕлни паха. Палăртса хăваратпăр, Чӑваш Енрен суйланнă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем региона пулăшу панă. Пысăк пулăшу республикăри пилĕк учреждение куҫнă. Вĕсенче хальхи тапхăрта шăпах коронавирус чирĕпе аптракансене сиплеҫҫĕ. Укҫа-тенкĕне медицина хатĕрĕсем илме тăкакланнă, асăннă пулӑшупа сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никӗсне ҫĕнетнĕ.