Коллективсенче амакран сыхланаççĕ

Вĕсене «ЭЛАРА» обществăра еплерех йĕркеленĕ-ха? Çакăн çинчен предприятин генеральнăй директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Бусарев каласа пачĕ. Кунта коронавирус эпидемийĕ ан çиттĕр тесе тивĕçлĕ мероприятисем пурнăçлаççĕ.

— Коллективра ĕçлекенсем завода ирхине кĕнĕ е каçхине унтан тухнă чухне алăксем патĕнче çума-çумăн, пĕр-пĕрин хыççăнах ан пыччăр терĕмĕр, — паллаштарчĕ вăл. — Кĕрекенсем тата тухакансем валли уйрăм барьерсем лартса утмалли вырăнсем турăмăр. Çынсене инфекцирен сыхланмалли йĕркепе паллаштарсах тăратпăр, ăна пăхăнма ыйтатпăр.

Инженерсемпе рабочисем обществăн тĕп алăкĕсенчен кĕрсенех чире профилактикăламалли мерăсемпе паллаштаракан стенда кураççĕ. Çынпа çын хушшинчи дистанци 1-1,5 метртан сахал пулмалла мар тесе çырнă унта. Вирус ересрен хӳтĕленмелли меслетсемпе предприятин радиокăларăмĕпе те паллаштараççĕ.

Олег Николаев эпидеми хăрушлăхне хирĕçле режима еплерех пăхăннине «Шупашкарти электроаппаратура завочĕ» тата «Яхтинг» обществăсенче те тĕрĕслерĕ. Амака профилактикăлас тĕллевпе пурнăçлакан мероприятисемпе ăна Роман Никулин тата Анатолий Шатиков ертӳçĕсем паллаштарчĕç. Коллективсенче амакран сыхланма тăрăшни сисĕнет — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru 

 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
23 апреля 2020
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter