Чăвашла вулар-и?
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уява халалласа «Хыпар» Издательство çурчĕ «Чăвашла вулатăп» акци пуçарчĕ.
Унта хутшăнакансен пирĕн хаçат-журналти пĕр-пĕр сыпăка вуланине видео ÿкермелле. Роликсене социаллă сетьсене #ЧăвашлаВулатăп тата #Хыпар хэштегсемпе вырнаçтармалла. Вулани ăс-тăна аталантарнине манар мар.
Сăмах май, Наци библиотеки те «Чăваш чĕлхи илемĕ – сăвăра» акци ирттерет. Ун условийĕпе килĕшÿллĕн электронлă библиотекăри хайлавсене вуламалла. Вĕрентÿ институчĕ «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци пуçарнă. Чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвва вуланине видео ÿкермелле те интернетри социаллă сетьсене лартмалла.