Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей парламентаризмĕн кунĕ ячĕпе саламлани
Хисеплĕ ĕҫтешсем, депутатсем, республикăра пурăнакансем!
Сире Раҫҫей парламентаризмĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче парламент тата Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан тытăмĕсен ĕҫченĕсем професси уявне паллă тăваҫҫĕ.
Ҫĕршыври тата регионсенчи парламентаризм аталанăвĕ патшалăха ҫирĕплетме, саккун кăларас ĕҫе лайăхлатма, ҫавна май граждансен интересĕсене тĕпе хуракан йышăнусем тума пулăшать. Наци проекчĕсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă ĕҫ мĕн пур шайри парламентарисен ĕҫĕн пысăк пĕлтерĕшне уҫҫăн кăтартать. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем влаҫăн мĕн пур юппине, сыпăкне алла-аллăн ĕҫлеме хистеҫҫĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсен те, регионăн Патшалăх Думинчи тата Федераци Канашĕнчи представителĕсен те яваплăха туйса, тимлĕ тата ҫине тăрса ĕҫлемелле. Депутатсен умĕнчи тĕллев – саккунсем суйлавҫăсен ыйтăвĕсемпе ҫураҫуллă пулассине тивĕҫтересси, федерацин тата регионăн кашни ҫын интересĕсене шута илсе палăртнă программисене вăхăтра пурнăҫласси.
Влаҫăн саккун кăларакан тата ĕҫ тăвакан юпписем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлени, мĕн пур шайри депутатсем тухăҫлă вăй хуни Чăваш Республикин ăнăҫлă аталанăвне никĕслесси пирки иккĕленместĕп. Сире сывлăх, ырлăх, суйлавҫăсен ҫирĕп шанăҫне сунатăп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев