Уявра парад та пулĕ (Чăваш Ен НТРК)

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Ăна тĕплĕн хатĕрленмелле, кашни саманта шута илмелле. Вăрçă ветеранĕсене вара тата ытларах тимлĕх уйăрмалла. Коронавирус чирĕпе çыханнă улшăнусем уяв кунĕнче те сахал мар пулĕç. Кăçал çĕнтерӳ парадне кашни ветеранăн чӳречи умĕнче ирттерме йышăннă. Уяв концерчĕсене те картишсенче йĕркелĕç. Паллах мĕнпур хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса. Юбилей çулĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă ытти ĕçсем пирки малалла.



http://www.ntrk21.ru/video/45849
28 апреля 2020
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter