Чӑваш Енре COVID-19 чиртен 97 ҫын сывалнӑ

Кун пирки  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин  хыпарланă. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-канашлăва хутшăннă май, регионти лару-тăрупа паллаштарнă, унта ҫӗршыв территорийӗнче коронавируспа хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мерăсем пирки тĕплĕн  сӳтсе явнă.

"Савӑнӑҫлӑ самант паян пирӗншӗн, эпир  38 ҫынна сиплев учрежденийĕнчен кăлартăмăр, вӗсем сывă тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.  Асăннă тапхăрта коронавирус амакĕпе чирленĕ хыҫҫăн, сывалнӑ ҫынсен шучӗ пурӗ 97 танлашнă", - тенĕ Олег Николаев.

Палӑртса хӑваратпӑр:  ака уйăхĕн 28-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 502 ҫын коронавирус COVID-19  амакĕпе аптранă. Хальхи вӑхӑтра 70 ҫын медицина ĕҫченĕсен сăнавĕнче, вĕсене кулленех ҫивĕч асăрхасах тăраҫҫĕ. 



29 апреля 2020
07:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter