Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ентешсем!

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлатӑп! 

Эпир ку уява ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче – пирӗн республикӑн Патшалӑх гербне, ялавне тата гимнне йышӑннӑ кун – паллӑ тӑватпӑр. Патшалӑх символӗсем регионӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историне кӑтартаҫҫӗ. Ҫак символсенче пирӗн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурипе йӑли-йӗрки те сӑнарланнӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм пулӑмпа уявсенче пирӗнпе юнашар, пире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ тата пӗрлештереҫҫӗ.  Патшалӑх символӗсене хисеплесси тата упрасси – республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннӑн патриотла тивӗҫӗ.

Пирӗн патшалӑх символӗсен мӑнаҫлӑхӗ кулленхи пуҫаруллӑ ӗҫре ҫирӗпленсех пытӑрччӗ, сирӗн пурнӑҫра хамӑрӑн регионпа мӑнаҫланмалли сӑлтав нумайрах пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан                        Олег Николаев



29 апреля 2020
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter