Олег Николаев Великобританири студента Чӑваш Ен ялавне парнелерӗ

Олег Николаев подарил флаг Чувашии студенту из ВеликобританииПаян, ака уйăхĕн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Патшалӑх символӗсен кунӗнче Олег Николаев Шотландири Сент- Эндрюсский университечӗн студентне Николай Холлӑна республика ялавне парнеленӗ. Ҫамрӑк ҫын тӗнчери тӗрлӗ кӗтесрен патшалӑх символикисене коллекцилет. Вăл Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан патне республика ялавне ярса пама ыйтса ҫыру ҫырса янӑ.

Патшалӑх символӗсен кунӗнче Олег Николаев Николай Холлăпа видеоҫыхӑнупа калаҫнă.

"Эсир Чӑваш Республикин символӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗнетӗп. Унта пур ӳкерчӗксенче пирӗн чӑваш халӑхӗн историпе тарӑн философийӗ, культура тата йӑли-йӗркисем  хайланнă. Ытти символсемпе кӑсӑкланатӑр пулсан, кашни символра тарӑн пӗлтерӗш пуррине, историпе культура уйрӑмлӑхӗсене, халӑх йӑли-йӗркисене шута илетĕр пулĕ.   Патшалӑх символӗсем регионӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историне кӑтартаҫҫӗ. Ҫак символсенче пирӗн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурипе йӑли-йӗрки те сӑнарланнӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм пулӑмпа уявсенче пирӗнпе юнашар, пире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ тата пӗрлештереҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та эпӗ паян ҫак уяв кунӗ хамӑрӑн символсене посылкӑпа яма шут тытрӑм", - тенӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн титвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫавӑн пекех Шотландири студента республикӑри ялавпа герб ҫине ӳкернӗ тӗп символсем ҫинчен: пурнӑҫ йывӑҫӗпе виҫӗ хӗвел ҫинчен каласа панă.

Николай Холлă халӗ чӑваш ен историпе тата ытларах кӑсӑкланнине палӑртнă, республика ялавӗ унӑн коллекцийӗнче Франци, Германи, Шотланди тата ытти ялавсемпе пӗрле тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса хыпарланă.

"Сирӗн ялав ҫав тери тарăн пĕлтерĕшлĕ. Эпӗ элементсен пӗлтерӗшне кăмăлтан курса хакларӑм, ялаври тĕссен пĕлтерĕшне те ăнлантăм", -  тенĕ Сэнт-Эндрюсский университечӗн студенчӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Великобритание патшалӑх ялавӗсемпе сувенирӗсем кӑна мар, ҫавӑн пекех виҫӗ чӗлхепе (чӑваш, вырӑс тата акӑлчанла) пичетлесе  тухнă Константин Ивановăн "Нарспи" кӗнекене те ярса панӑ.

Фоторепортаж



29 апреля 2020
19:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter