Олег Николаев РФ Президентне Владимир Путина Чӑваш Енре коронавирус амакне хирĕҫ кĕрешмелли мерӑсем йышӑнни ҫинчен калакан отчета тӑратнă

Ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин коронавирус ыйтăвĕсемпе епле ĕҫлесе пыни пирки регионсен ертӳҫисемпе онлайн-канашлу ирттернӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ хăйĕн сăмахĕнче, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен ӗҫлемелли мар кунсем пулассине хыпарланă. Кунсăр пуҫне ҫу уйăхĕн 6, 7 тата 8-мӗшӗсенче ӗҫлемелли мар кунсем тесе пĕлтернĕ.

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Раҫҫей Федерацийĕнчи кашни субъектӗнче лару-тӑрӑва пӗр вӗҫӗмсӗр мониторинг туса пыма хушнӑ,  кашни кун тенӗ пекех улшӑннине шута илсе плансене ҫивӗч тӗрӗслеме каланă. "Пирӗн паянхи кунчченех асӑрхаттарса тӑмалла, кирлӗ пулсан, регионсенче специализациленӗ койкӑсене хатĕрлесех тăратмалла. Кирек мӗнле кĕтменлĕхе те сирсе яма хатӗр пулмалла", – тенӗ РФ Президенчӗ.

Раҫҫей Правительствипе Роспотребнадзора  ҫу уйăхĕн 12-мӗшӗнчен пуҫласа регионсенче изоляцирен тата ытти чарусенчен тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тухмалли планне туса хатӗрлеме хушнӑ.

Ҫӗршыв Правительствин ҫывӑх вӑхӑтра экономикӑна тата граждансене витĕм кӳрекен черетлӗ ҫирĕп йĕрке туса хатӗрлемелле.

РФ Президенчӗпе ҫыхӑнӑва ҫӗршыв субъекчӗсен губернаторӗсем тухнӑ. Вӗсем хӑйсем тунӑ ӗҫ ҫинчен тата коронавируспа кӗрешмелли мерӑсем пирки отчетсемпе паллаштарнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре специализациленӗ койкӑсене хатĕрлесе тăратас плана пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернĕ. Пурĕ 609 койка, резерв пур. Койкӑсенчен нумайӑшӗ кислородпа тивӗҫнӗ. Ӳпкене искусственнӑй вентиляципе тивĕҫтермелли медицина хатĕрĕсене туянма контракт тунӑ. Ҫу уйăхĕнче  145  ИВЛ аппаратне вырнаҫтарĕҫ медицина учрежденийĕсене. Малтанхи тапхăрта 50-шĕ ҫу уйӑхӗн  пĕрремĕш кунĕсенчех пурнăҫа кĕресси те паллă.

Чӑваш Енре коронавируспа чирлекенсен шучĕ 502 ҫын шутланать, 38 ҫын сывалса ҫитнӗ. Пӗтӗм тапхӑрта регионта больницӑран 97 ҫын сывалса тухнă.

Онлайн-канашлу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Олег Николаев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланă.

Олег Николаев  хăйĕн сăмахĕнче регионăн патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тăрăшакансем  Раҫҫей Президенчӗ коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă мĕнпур ыйтăва пурнăҫлама хатĕррине хыпарланă. Ҫав хушӑрах республикӑра пурӑнакансен пурин те дисциплина, кирлӗ ҫирĕп мерăсене пăхăнса пымаллине асăннă. Ҫапла майпа вара йывăр амак регионта пĕтме пултарать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  "Хамӑра тӗрӗслесе тӑмалла, хӑрушсӑрлӑх йӗркисем ҫине тимлӗн пӑхмалла. Пирӗн тĕллев ҫак икӗ эрне хушшинче – малашне хӑнӑхнӑ режимра пурнӑҫа йӗркелеме май туса парас тӗллевлӗ туртӑмсене ҫирӗплетесси", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 



29 апреля 2020
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter