Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Пушар хуралӑн кунӗ ячӗпе саламлани

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Хаклӑ пушар сӳнтерекенсем!

Професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн Пушар хуралӑн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Сирӗн ӗҫӗр сумлисен йышӗнче. Ытларах чухне хӑрушӑ лару-тӑрура ӗҫлемелле пулнӑран сире ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне ҫӑлса хӑварма май паракан йышӑнусене васкавлӑн тума тивет. Пысӑк ӑс­талӑхӑрпа хӑюлӑхӑр, паттӑрлӑхӑр тата инкекре яланах пулӑшма ха­тӗр пулни, йывӑр самантра кал-кал ӗҫлеме пӗлни чӑннипех тӗлӗнтерет тата ҫакӑ пысӑк хисепе тивӗҫ.

Сире служба тивӗҫне тӳрӗ камӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑршӑн, хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп!

Ҫак ҫутӑ кун мӗнпур ветерана, пушар хуралӗн ӗҫне пуҫарса янисемпе ӑна тивӗҫлипе аталантарса пынисене те, паян ҫамрӑк сменӑна пӑхса ҫитӗнтерес тӗлӗшпе тӑрӑшакансене те тайма пуҫ.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата ҫемьере телей сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан                                Олег Николаев



30 апреля 2020
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter