Олег Николаев Чӑваш Енри вӗренӳ ҫулне малтан палӑртнинчен маларах вӗҫлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва хатӗрлеме хушрӗ

Олег Николаев поручил подготовить решение о досрочном прекращении учебного года в ЧувашииҪак темӑна коронавирус инфекцийӗсемпе кӗрешес тата  асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан  каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек утӑм общество ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ.

 "Кун пирки нумай сӑмах пырать. Ҫак тапхӑр хушшинче ашшӗ-амӑшӗсен дистанци форматӗнче туллин вӗренӳ процесне тивӗҫтересси ҫивӗч ыйту, ҫакӑ паллӑ та ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне республикӑн Вӗренӳ министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вӗренӳ программине сиен кӳмесӗр тивӗҫлӗ йышӑнусем тума та май пур", – палӑртнӑ Олег Николаев.

Вӗренӳ эрнинче 5 кунпа вӗренекен шкул ачисемшӗн ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ юлашки пулать, 6 кунпа вӗренекенсемшен - ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ юлашки кун пулать. Ҫапла вара ҫуллахи каникулсем Чӑваш Енре 1-8 классенче вӗренекенсем валли 2020 ҫулхи май уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫланма пултараҫҫӗ. 9-11 классенче вӗренекенсемшӗн майӑн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн ирттерме палӑртнӑ канусене. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев палӑртнӑ тӑрӑх, ведомствӑра ҫитес вӑхӑтра тивӗҫлӗ йышӑнусем хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ.



30 апреля 2020
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter