Ĕҫпе тивĕҫтерекенсем справка парсан, урамра ҫынсене ҫӳреме ирĕк пур Чăваш Енре

В Чувашии находиться на улице можно будет по справке работодателя   Ака уйăхĕн 3-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивҫĕсене вăхăтлăх пурнҫлакан Олег Николаев республикăри предприятисен ертӳҫисемпе  видеоканашлу ирттернĕ.  Ĕҫе хутшăнакансем тӳрремĕнех хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илме пултарнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшӳллĕн, ҫитес икĕ эрнере йĕркелемелли ĕҫсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ  видеоканашлăва пухăннисем республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканран.   

   Аса илтеретпӗр, регионсен хӑйсен объективлӑ лару-тӑрăвне тишкерсе, мӗнле режим тытса пырасси ҫинчен, Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, учрежденисемпе организацисене граждансен хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе ятарлă йышӑну тумалла.

   "Пирӗн регионта лару-тӑру аванах, эпир кирек-епле ĕҫе те тӗрӗслесе тӑма тӑрӑшатпӑр, пӗтӗм вӑя хуратпӑр. Чирлесе ӳкнӗ хӗрарӑм Чӑваш Ене Мускавран килнӗ пек тӗслӗхсем тата та сиксе тухассинчен никам та асăрханса ҫитереймĕ. Кунашкал пăтăрмахсем кирек хӑш самантра та пулма пултарĕҫ. Пурин те  тимлĕ пулмалла, самантлăха та ыйтăва кҫран вĕҫертме юрамасть", - палӑртнă Олег Николаев.

   "Дезинфекцисем ирттерни, санитарипе эпидемиологи йĕркисене тата ытти хӑрушсӑрлӑхсене пӑхӑнни пире производство организацийӗсенче тивĕҫлĕ  ӗҫлеме май парать. Эсир хӑвӑр предприятисенче ӗҫлекенсене ӗҫ вырӑнне ҫитме справкӑсем пама пултаратӑр. Ҫав хушӑрах ҫынсене самоизоляци йӗркине, ӗҫ вырӑнӗсенче пулмасан та, пӑхӑнни кирлӗ", - пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнҫлакан Олег Николаев.

   Предприятисен ертӳҫисем электронлӑ майпа спецпропуск илме пултарнипе пултарайманнине пӗлесшӗн пулнă. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ене командировкӑран таврӑнакан ĕҫченсемпе мӗн тумалли пирки кăсăкланнă ертӳҫĕсем.  Олег Николаев республикӑра ыйтусене ярса пама 112-мӗш номерлӗ хӗрӳ лини ӗҫленине тата вĕсем ҫине туххăмрах хурав илме май пуррине тепӗр хут аса илтернĕ.



06 апреля 2020
07:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter