Чӑваш Енри шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕренме пуçланă

Школьники Чувашии начали дистанционное обучениеАка уйăхĕн 6-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва республика Правительствин членӗсемпе, муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ВКС режимӗнче йĕркеленĕ.

   Канашлӑва хутшӑнакансем Чӑваш Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренӳ процесне ҫӗнетессипе ҫыхăннă ыйтӑва сӳтсе явнă.

   Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев ака уйăхĕн 6-мӗшӗнчен пуҫласа регионти пӗтӗм вĕренӳ заведенийĕсенче дистанци технологийӗсемпе усӑ курма пуҫланине пӗлтернӗ. Шкул ачисен практикӑлла заданисене пурнӑҫлама, тест тума  та тĕрлĕ майсем пур. "Кӑлтӑксене туххăмрах пĕтернĕ, системӑсене йĕркене кĕртнĕ", - палӑртнă Сергей Яковлев.

   Олег Николаев Вӗренӳ министерствипе Информаци политикин министерствине лару-тӑрӑва малашне ҫирĕп тĕрĕслеве илме,  ҫакӑн пек хăш-пĕр пăтăрмахсем  кăларса тăратма  юраманнине чĕнсе каланă, уйрӑмах ирхине, чи пысӑк нагрузка тапхăрĕнче асăрхануллă та тимлĕрех пулма ыйтнă.

   Регионти ача садӗсем ӗҫлеҫҫӗ, дежурнӑй ушкӑнсем уҫнӑ. Пӗтӗм республикипе 58 ушкӑн ӗҫлет, вĕсене хальхи вӑхӑтра 574 ача ҫӳрет. 



06 апреля 2020
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter