Чӑваш Енре СOVID-19 лару-тӑрăвĕ ҫивĕчленсе пырать

В Чувашии сложилась напряженная ситуация c COVID-19    Канмалли кунсенче Чăваш Енре коронавирус инфекцийӗпе чирлекен ҫӗнӗ тӗслӗхӗсене тупса палӑртнӑ. Кун пирки хыпара кашни эрнере пулакан планеркӑра  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пĕлтернĕ.

    "Эпир тӗрӗс мерӑсем йышӑннă. Муниципалитетсем хушшинчи пассажирсем турттарассине малалла та тĕрĕслеве илĕпĕр. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев мероприятийӗсем ирттеретпӗр. Ҫав вӑхӑтрах пур-пĕрех лару-тӑру йывӑрланса пырать. Инфекцие сарӑлма парас мар тесен, специалистсен сĕнĕвĕсене пурин те ҫирĕп пурнӑҫламалла. Ҫакӑ гигиенӑпа режима пăхăнма, урамра тата ытти халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче тӗрӗслевсене малалла тăсма хистет", – палӑртнӑ Олег Николаев.

   Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗ ҫынсен анализсен кăтартăвĕсем ҫинчен вăхăтра пĕлес тесе хăйне евĕр пысăк ĕҫ пурнăҫланă.  Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек  кăтартусем Чулхуларан  та килеҫҫӗ. Сӑмахран, ирхине  пĕтĕмпе паянхи кун тĕлне республикӑра 6 ҫынна чирлĕ тесе шута илнĕ пулсан,  каярахпа тата ҫĕнĕ хыпар килсе ҫитнĕ, тепĕр 2 ҫынна COVID-19 инфекцийĕпе чирлĕ пулнине пĕлтернĕ.  Ҫапла вара Чӑваш Енре коронавируспа чирлекен 8 ҫынна тупса палӑртнӑ, вĕсенчен пӗр ҫын сывалнă, халĕ вăл килте пурăнать.

   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх прнăҫлакан  Роспотребнадзорӑн ĕҫченĕсене, тухтӑрсене тав тунӑ, вӗсем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрас тесе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫленине каланă.

Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара транспортпа кĕрекенсене тӗрӗслессине тивӗҫтерекен право йĕркин тытăмĕн ӗҫченӗсене тав тунă.  Специалистсем медицина службисене  те хастар пулӑшаҫҫӗ. Урама тухас текенсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле,  хăш территоринче пурăннине ҫирӗплетсе пама пĕлмелле.

   Республикӑра ҫавăн пекех волонтерсен юхӑмӗ вӑйланать. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, ҫынсене пулӑшас тесе республикӑра волонтерсемпе пĕрле бизнес сферăра тăрăшакансем чылай.  Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан хушнипе волонтерсен юхăмĕ икĕ направленипе ĕҫлесе пырать. Пӗрисем – ятарлă ҫынсене кирлӗ пулӑшусемпе тивĕҫтереҫҫĕ, теприсем вара хуҫалӑх субъекчӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, паянхи лару-тăрура саккунсене пӑсассинчен сыхă тăраҫҫĕ. 

Фоторепортаж



06 апреля 2020
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter