Коронавирус лару-тăрăвĕнче граждансенсене социаллӑ пулăшу, бизнеса вăй илме тĕрев парас ĕҫсем малалла тăсăлĕҫ

Социально уязвимые категории граждан и бизнес в период пандемии будут поддержаны   Раҫҫей Президенчĕн чĕнĕвĕнче палăртнă ачаллă ҫемйесене тĕрев парасси, ĕҫсĕррисене пулăшасси тата ытти хăш-пĕр ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫланĕҫ.   

   Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ака уйăхĕн 6-мӗшӗнче, кашни эрнере пулакан канашлура, коронавирус лару-тăрăвĕнче халăха мӗнле пулӑшу кӗтнине аса илтернӗ.

   Граждансене ултӑ уйӑх хушшинче паракан социаллӑ пособисемпе ҫӑмӑллӑхсем хушма справкӑсемсĕрех малалла пулĕҫ.

   "6 уйӑхлӑха  ҫак ĕҫ тăсăлать. Урӑхла каласан, кӗркуннеччен граждансен хушма ĕҫ хучĕсене ятарлă службăна пама кирлӗ мар. Ҫак пулӑшу мери 21 пин ытла граждана пырса тивет", - пӗлтернӗ министр, йышӑну ЖКХ тӑкакĕсен, пӗр вӑхӑтрах укҫа тӳлемелли тата ачасене пулӑшу памалли тӳлевсен компенсацине тата ыттине те витĕм кӳрĕ.

   Владимир Путин сӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн, федерацин амӑшӗн капиталне илме право пур ҫемьесем виҫӗ уйӑх хушшинче 5 пин тенкӗ илме пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку  пулăшăва 34 пин ача туйĕ.

   Унсӑр пуҫне, пӗр уйӑх маларах – кӑҫалхи июнь уйӑхӗнчен пуҫласа 3 ҫултан пуҫласа 8 ҫулхи ача-пӑчаллӑ ҫемьесене тӳлевсем парӗҫ. "Ҫак тӳлев регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе виҫинчен иртмен ҫемьесене лекет. Эпир пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсене 50 пине яхӑн ача илӗ. Регионти ачасем валли пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк калӑпӑшӗн ҫуррине палӑртать, вăл 4770 тенкӗпе танлашать. Ку енӗпе хушма 1,6 миллиард кирлӗ пулать. Укҫа-тенкӗне ҫителĕклĕ хатӗрленĕ", - тесе  палӑртнă Чӑваш Ен ĕҫлев министерствин ертӳҫи.

   Апрелӗн 1-мӗшӗнчен  пуҫласа ӗҫсӗрлӗх енӗпе паракан пулӑшу виҫи 8 пинрен пуҫласа малашне 12 130 тенкӗ таран ӳснӗ. "Хĕрӳ лини" ӗҫлет, ӗҫсӗрлӗхе шута илме документсене патшалӑх порталӗ тата интерактивлă портал урлӑ уйӑрса пама май туса панӑ. http://www.rabota.cap.ru. Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, юлашки эрне хушшинче учета 391 ҫынна ĕҫсĕр тесе шута илнĕ.

   Алена Елизарова граждансене социаллӑ контрактсен шайӗнче пулӑшу парас ӗҫ малалла пынине пӗлтернӗ. Граждансене хушма пулӑшăва - амӑшӗн капиталне регионта 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкӗ таран ӳстерме пуҫлӗҫ.

   Ватӑ ҫынсене "хӗрӳ лини" мелĕпе пулăшу парас ĕҫ малалла тӑсăлать: 26-11-11, 8 800 200-34-11. Кунне унта 20-60 шӑнкӑрав кӗрет, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ тата эмел илсе килмелли ыйтусем  чылай.

   Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин коронавируса пула йывăрлăхсем тӳсекен предпринимательсене  валли куҫакан пулӑшусем пирки тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.

   Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - Чӑваш Республикин финанс министрӗ Михаил Ноздряков  вак тата вӑтам бизнес предприятийӗсен ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăлакан Олег Николаев ҫăмăллăхсене палăртнă граждансем патне тĕллевлĕн тата вăхăтра ҫитерсе пымаллине палăртса каланă.  Вӑл иртнӗ эрнере производство предприятийӗсен ертӳҫисемпе конференци ирттернине аса илсе хăварнă. Канашлура ҫавӑн пекех суту-илӳ центрӗсен представителӗсемпе тата предприниматель пӗрлӗхӗпе ҫакăн йышши мероприятисене ирттернине каланă.  

Фоторепортаж



06 апреля 2020
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter