Чӑваш Енре пĕчĕк тата вӑтам хӑватлă тракторсем тирпейлесе кăларма пултаракан ҫӗнӗ производство йӗркелесшĕн

В Чувашии может быть создано новое производство тракторов малой и средней мощности     Ака уйăхĕн 6-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видеоканашлăва хутшăннă.  Чăваш Енре пĕчĕк тракторсем калăпласа кăларакан производство уҫасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă, инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртесси ҫинчен ертӳҫĕсем канашланă.    

     Видеоканашлăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пуҫарнипе йĕркеленĕ. Вăл ĕҫе РФ промышленноҫпа суту-илӳ, экономика аталанăвĕ, ял хуҫалăхĕн министерствисен представителĕсем хутшăннă.    

   Чӑваш Ен  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан регион территорийӗнче проекта пурнӑҫлани республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

   "Ҫак  ĕҫе пурнăҫлама Чăваш Республикин территорийĕнче ҫителĕклĕ таран инфратытăм.  Производствăн хăватне ӳстерсе пыма, аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илекен специалистсем пурри те самай. Специнвестконтрактсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре налук тӳлессипе те уйрăмлăхсем кĕтĕҫ», - тенĕ Олег Николаев.

   Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви лартнӑ тӗллевсене пурнăҫлас тесе,  "Трактор завочӗсем" Концерн Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ производство уҫасси пирки ыйтӑва хатӗрлет. Хальхи экологине тивĕҫтерекен тракторсене цифрӑлама май пуррине, ҫавӑн пекех  хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан тӗрлӗ оборудованипе усӑ курма пуласса та каланă. Ҫулталӑкра 5 пин ытла трактор тирпейлесе кăларма тĕллев лартнă.

    «МИГ «КТЗ» ТМЯО генеральнӑй директорĕ  Андрей Водопьянов каланӑ тӑрӑх, Концерн тракторсен йышне тивӗҫтерме производство майӗсем пур енлĕн те пуррине ҫирĕплетнĕ.

   РФ промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ  Александр Морозов ведомство ҫĕнĕ проекта ырланине,   пурнăҫа кĕртме пӗтӗмӗшле пулӑшасса палӑртнă,   "Инвестор енчен хушма ӗҫлемелли самантсем те пур, анчах, пӗтӗмӗшле илсен, эпир, паллах, проекта пулӑшатпӑр. Палӑртса хунӑ проектӑн вӑй-хӑвачӗ те пысӑк пулнине ăнланатпăр. Республикӑн лайӑх енĕсене те эпир пĕтĕмпех пĕлетпĕр", - палӑртнă вӑл.

   Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хăйĕн сăмахĕнче  ҫӗнӗ производствӑна тӑвас енӗпе республикӑри влаҫ органӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме, витĕм кӳме хатĕррине палӑртнă.

Фоторепортаж



07 апреля 2020
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter