Олег Николаев коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва куллен тĕрĕслесе тăрать, медицина учрежденийĕсем чирлисене пулăшма мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланать
Ака уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти хула 1-мĕш клиника больницин 3-мĕш акушер стационарĕн ĕҫĕпе паллашнă.
Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Антонина Иванова хăйĕн сăмахĕнче акушер уйрăмĕ хăй тĕллĕн ҫурт пек шутланса тăнине палăртнă. Кун евĕр пуҫару чирлисене уйăрса йышăнма май парать тенĕ вăл. Вирус ересрен те тепре чухне асăрхать тенĕ тухтăр сăмаха малалла тăснă май.
«Пирĕн пата сипленме килекенсем валли тухса ҫӳреме уйрăм алăксем пур. Пĕтĕмпех условисем чаплă, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, - тенĕ сăмаха ҫавăрса Антонина Иванова.
"Пирĕн халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕ валли койкăсем хатĕрлемелли çирĕплетнĕ план пур. Ку стационарта ача кĕтекен тата çуратакан хĕрарăмсене йышăнĕç. Инфекцие пула хăйсене япăх туйма пуçласан вĕсене специалистсем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кӳрĕç", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.
Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев 3-мĕш акушер стационарĕ çире пур хĕрарăмсене йышăнмашкăн тата медицина пулăшăвĕ кӳмешкĕн йĕркеленĕ условисемпе кăмăллă юлнă.
Аса илтеретпӗр, республикăра коронавирус инфекцийĕ ернĕ çынсене Васкавлă медицина пулăшăвĕн, Çĕнĕ Шупашкарти хула больницисен инфекци уйрăмĕсенче йышăнма пултараççĕ. Çавăн пекех Шупашкарти хула 2-мĕш ача-пăча больницинче вырăнсем хатĕрленĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе — 300 ытла койка. Чăваш Енре койкăсен кирлĕ резервне хатĕрленĕ, ИВЛ аппарачĕсем çителĕклĕ, медицина хатĕрĕсен саппасне пысăклатас тĕлĕшпе мерăсем йышăнаççĕ.