Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти тата Ҫĕнĕ Шупашкарти пысăк суту-илӳ комплексĕн ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ
Ака уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видеоканашлу ирттернĕ. Вăл мероприятине Шупашкарти тата Ҫĕнĕ Шупашкарти пысăк суту-илӳ комплексĕн ертӳҫисем хутшăннă.
Республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан регионта COVID-19 лару-тӑрăвĕ ҫивӗчленсе пынине, ҫавна май кулленхи режим ҫине витӗм кӳме ҫӗнӗ мерӑсем йышӑннине палăртнă.
"Суту-илӳ центрӗсем граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивĕҫлĕ шайра тивӗҫтерме пултарайман объектсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем унта ушкăн-ушкăнпа ҫӳреҫҫĕ, енчен те усал амак лексен вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлма пултарать. Шăпах та, ҫакă, пысӑк мерӑсем йышӑнтарать. Питĕ асăрхануллă пулмалла, енчен те суту-илӳ центрӗсен ĕҫне ҫĕнĕрен пуҫарса ярас тетĕр пулсан", - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.
Олег Николаев хăйĕн указӗпе 500 тӑваткал метртан кая мар йышăнакан суту-илӳ центрсен ĕҫе пуҫарса яма юранине асăннă. Анчах та, ятарлă специалистсем сĕненекен ҫирĕп мерăсене пăхăнма чĕнсе каланă. «Енчен те йĕркене пăсатăр пулсан, саккунпа килĕшӳллĕн ҫирĕп явап тытма тивет», - тесе асăрхаттарнă вăл.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе влаҫ органӗсен ертӳҫисем пысӑк предприятисен хуҫисене пулӑшу мерисем пирки каласа панă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă.
Суту-илӳ тытăмне усал амак пысăк чăрмав кӳнĕ текен списока кĕртмен. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ-экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин отрасльсен тӑрӑмне тишкерес ӗҫ малалла пынине пĕлтернĕ. Федерацин асӑннӑ списокне анлӑлатас енӗпе Правительство комиссийӗ валли сӗнӳсем хатӗрленнине пӗлтернĕ.
Канашлӑва вӗҫленӗ май Олег Николаев вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене, суту-илӳ центрӗсенче усламҫăсене, ятарлă вырăнсем тара илекенсене, патшалăх енчен пулӑшасси ҫинчен ыйтусене тĕплĕн тишкернине хыпарланă.
"Патшалăх енчен пулӑшу пулĕ-ха, анчах та вак тата вăтам бизнесра тăрăшакансене, енчен те вĕсем пысăк центрсенче аренда шучĕпе ятарлă вырăнсем илсе суту-илӳ тăваҫҫĕ пулсан, вĕсен аренда тӳлевне кăштах та пулин хăвăр енчен чакарсан меллĕ пулнă пулĕччĕ», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе вăл.