Çулталăк вĕçлениччен çутă сӳнтермĕç

Чăваш энергосбыт компанийĕ те коронавируспа кĕрешес ĕçе курăмлă тӳпе хывать. Энергетиксем çăмăл мар çак тапхăрта потребительсене пулăшмалли йышăну тунă.

Çĕршыври йывăр эпидеми лару-тăрăвне шута илсе халăха пулăшас тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чухнехи тапхăрта 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен потребительсен мĕн пур категорийĕ тĕлĕшпе электроэнергишĕн тӳлемелли парăмсемшĕн штраф санкцийĕсем — пенясем — шутласа палăртмĕ. Çавăн пекех çулталăк вĕçлениччен республикăра пурăнакан парăмлă çынсене электроэнерги парса тăрассине те чармĕ.

— Хăшĕ-пĕри çак лару-тăрăва коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемесĕр пурăнмалли сăлтав вырăнне те хума пултарĕ, — терĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров. — Мĕн пур потребителе яваплă пулма, электроэнергишĕн вăхăтра тӳлеме чĕнсе калатпăр. Шута илмелле: пĕтĕм тапхăршăн капланакан парăмсем пăрахăçланмаççĕ, пысăклансах пынă май кайран вĕсене татасси пушшех йывăр пулĕ.

www.hypar.ru



09 апреля 2020
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter