Олег Николаев Вӑрнарти тасатакан сооруженисен ĕҫĕ-хĕлне тӗрӗслеве илнӗ
Паян ака уйăхĕн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Экологи" наци проекчӗпе килĕшӳллĕн, Вӑрнар поселокӗнче тасатакан сооруженисем тӑвас пирки ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Олег Николаев ку объект регионшăн та пысăк пӗлтерӗшлĕ тенĕ. Ҫакӑ ҫулсерен Атӑла юхса тухакан таса мар шыв калӑпӑшне пӗчӗклетме май панине асăннă.
"Наци проекчĕпе пурнăҫа кĕрекен кашни проект - лайӑх инвестицисем кӑна мар, пирӗн ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхĕн шайне те ӳстерме витĕм кӳрет", - тенӗ вӑл.
Кӑҫалхи ҫул чӳк уйăхĕнче тасатмалли сооруженисем ӗҫлесе каймалла. Вăрнар поселокĕнче пурăнакансене промышленноç предприятийĕсенчен, вĕрентӳпе социаллă пурнăç объекчĕсенчен, пурăнмалли çурт-йĕртен юхса тухакан таса мар шыв пăрăхĕсен коллекторне тата ăна тасатакан сооруженисене хăçан туса пĕтересси кăсăклантарать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан сооруженисене малалла эксплуатацилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене халех татса памаллине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах канализацие малтан тасатнӑ шывсем кӑна кĕмеллине асăннă. Предприятисемпе организацисен сооруженийӗсенче тирпейленсе тухнă шыв тин юрăхлă пулĕ тĕп канализаци валли.
Сӑмах, чи малтан Вӑрнар поселокӗнчи хуҫалӑх субъекчӗсем ҫинчен пырать, уйрӑммӑн илсен - "Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ" АО тата Вӑрнарти "Типĕ сĕт завочӗ" ТМЯО пирки ытларах калаҫу. Чăваш Енĕн Строительство министерствине, Ҫут ҫанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине ятарлă хушу панă, ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла тесе каланă каланă Олег Николаев.
Видеоканашлăва ҫак асăннă предприятисен ертӳҫисем хутшăннă.
Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев объекта графикпа килӗшӳллӗн пурнăҫа кĕртсе пынине палăртнă, кăлтăксем ҫук тесе ҫирĕплетнĕ.
Олег Николаев строительство ĕçĕсен графикне çирĕплетме, палăртнă тĕллевсене унпа килĕшӳллĕн еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăма хушнă.