Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕпе саламлатăп!

Майăн 1-мĕшĕ ĕҫе тата пуҫарулăха палăртакан чи юратнă уявсенчен пĕри пулнă, халĕ те ҫаплах.  Чăваш Ен тивĕҫлипе мухтанакан пĕтĕм самант - кунта пурăнакан ҫĕр-ҫĕр пин ҫыннăн ҫитĕнĕвĕсен кăтартăвĕ. Ҫак кун эпир хăйĕн ĕҫĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе ырă улшăнусем валли майсем йĕркелекенсене чыслатпăр.

 Паян республика ҫĕнĕ пысăк ҫитĕнӳсем тăвать, экономикăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене татса парать, шăпах вĕсен регионти пурнăҫа темиҫе ҫуллăх маларах палăртмалла. Пирĕн промышленноҫ производствинче тата ял хуҫалăхĕнче пысăк проектсем пурнăҫламалла, ҫĕнĕ ҫулсем, ҫурт-йĕр, ача сачĕсемпе шкулсем тумалла, ĕҫлеме тата пурăнма хальхи йышши инфратытăм йĕркелемелле. 

Ума лартнă тĕллевсене эпир пĕрле ҫеҫ татса параятпăр. Шанса тăратăп: регионта пурăнакансен ĕҫченлĕхĕ, пирĕн пĕрлĕх тата ĕҫ йăли-йĕркине тĕпе хуни палăртнă тĕллевсене пурнăҫлама май парĕҫ.

 Сире сывлăх, ырлăх-тивлетлĕх тата ĕҫре ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан    Олег Николаев



01 мая 2020
07:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter