Чăваш Енре кашни çын пуçне тивекен тупăша 1,4 хут пысăклатасшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура 2020-2024 çулсенчи аталану стратегийĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паллаштарчĕ.

Унта тăватă çулта кашни çын пуçне тивекен тупăша 1,4 хут пысăклатассине палăртнă. Çак тĕллеве тÿрре кăларасси чи малтан нацпроктсемпе çыхăннă. Вĕсен мероприятийĕсене республикăра пурнăçламашкăн пĕтĕмпе 85 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи те асăннă тапхăрпах пĕр килет — тата 5 миллиард тенкĕ ытларах.

Çак программа пирки каланă май Иван Борисович Канашри хăвăрт аталану территорийĕн тĕслĕхне асăнчĕ. Унта виçĕ резидент вырнаçнă ĕнтĕ, кĕçех сивĕтекен оборудовани туса кăларакан завод хута каймалла. Çавнашкал территори çĕнĕ Шупашкарта та пулмалла — ун тĕлĕшпе те шанăç пысăк.

www.hpar.ru

 



12 мая 2020
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter