Тухтӑрсемпе социаллă ĕҫченсене хушма тӳлевпе вăхăтра тивĕҫтернипе тивĕҫтерменнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытать Олег Николаев

Олег Николаев взял ситуацию с дополнительными выплатами врачам и соцработникам на жесткий контрольПаян, ҫу уйăхĕн 12-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе канашланă май, социаллă сферăра тимлекенсене, медицина ĕҫченĕсене, васкавлă пулăшу паракан машинăсемпе тăрăшакансене социаллă тӳлевпе тивĕҫтересси пирки ыйтăва сӳтсе явнă.  

Енчен те коронавирус амакĕпе чирлекен пациентсемпе медицина пайĕнче тăрăшакансем ĕҫлеҫҫĕ пулсан, вĕсене ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнччен хушма социаллă тӳлеве тивĕҫтермеллине палăртса каланă вăл.    

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов региона медицина пайĕнче тăрăшакансем валли хушма укҫа-тенкĕне ҫителĕклĕ таран пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Кăтарту сахал мар, пурĕ 237,6 млн танлашать тенĕ вăл.  Вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 209,6 млн, республика хыснинчен 28 млн пăхса хăварнă тесе сăмаха малалла тăснă министр.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвне туллин пурнăҫламалла. Вăхăта вăраха тăсма никамăн та ирĕк ҫук.  Ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне мĕнпур ыйтăва тĕпрен татса памалла.   Ҫу уйăхĕн пуҫламăшĕнче кану тата уяв кунĕсем пулчĕҫ, пур-пĕрех ĕҫе хăвăртлатмалла. Ĕҫе ҫийĕнчех тумалла, вăраха тăсса ĕҫлеме юрамасть», - тесе асăрхаттарнă Олег Николаев.

Халăха социаллă пулăшу паракан ĕҫчешсене те Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе хушма тӳлевсем куҫарса пама пăхса хăварнă. Ку ĕҫе те вăхăтра пурнăҫламалла тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствин ертӳлĕхне.

«Тӳлевсене вăхăтра тивĕҫтернипе тивĕҫтерменнине мониторинг туса пымалла. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле.  Енчен те йывăрлăхсем пулсан, чăрмавсем сиксе тухсан, ҫийĕнчех пĕлтерме хушатăп. Укҫа пур ҫĕртен, вăраха тăсса, халăха пулăшу памасăр тăратса хăварма юрамасть», - тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 



12 мая 2020
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter