Чӑваш Енри аякра вырнаҫнă ялсенче ĕҫлекен земство тухтăрĕсемпе фельдшерсем пысăк укҫа-тенкĕ тивĕҫĕҫ

В дальних деревнях и селах Чувашии земские врачи и фельдшеры получат повышенные «подъемные»Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларăвĕнче ("Земский доктор" тата "Земский фельдшер") «Земство тухтăрĕпе» «Земство фельдшерĕ» программӑсене хутшӑнакансене пӗр хутчен парса тивĕҫтермелли калакан документа тишкерсе тухнă, йышăнса хăварнă. Регионти хăш-пĕр территорисене тĕпченĕ хыҫҫăн, 232 ялта  реестра кĕртнĕ,  вĕсенче ĕҫлекен тухтăрсене пулăшу пама килĕшнĕ.

Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, реестр тунӑ чухне икӗ виҫене шута илнӗ: поселок, ялсем Шупашкар хулинчен тата тӗп больницӑран аякра пулнине, ҫавӑн пекех вӗсен транспорт ҫыхăнăвне те.

Врачсене 1,5 млн парса хавхалантарма йышăннă, фельдшерсене - 750 пин тенкӗ. Унччен "Земский доктор" программӑна хутшӑнакансене 1 млн тенкӗ тата 500 пин тенкӗ виҫепе тӳлеме пултарнӑ. Пулăшăва 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн  аякка вырнаҫнă ялсене ĕҫлеме килнĕ тухтăрсене пысӑк тӳлеве куҫарса параҫҫĕ.



13 мая 2020
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter