Федераци центрĕнче 90 койка вырӑн уҫрĕҫ

Олег Николаев проверил готовность Федерального центра травматологии, ортопедии и эндопротезирования к приёму пациентов с коронавирусомШупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче (тĕп врач пулса кунта Николай Николаев тăрăшать) коронавирус инфекцийĕпе чирлисене сиплеме 90 койка вырӑн уҫнӑ. Кунта "таса" тата "таса мар" зонӑсем йĕркеленĕ. Центрта ĕҫлекенсем ятарлӑ курссенче вĕреннĕ.

Паянхи кун тĕлне Чӑваш Енри больницӑсенче 1225 ҫакӑн пек койка вырӑн хатĕрленĕ. Вĕсенчен 70 процентне йышӑннӑ ĕнтĕ. Центрта хӑйсен томограф пур. Шурӑ халатлисене хӳтĕлев хатерĕсемпе тивĕҫтернĕ, тест-системӑсем, эмелсем туяннӑ.

Ку центрта 10 ҫул хушшинче Раҫҫейри 76 регионтан 75000 ҫын сипленнĕ. Куллен кунта 30 яхӑн операци тӑваҫҫĕ. Эпидемие пӑхмасӑрах кунта пысӑк реабилитаци корпусне тӑваҫҫĕ.

"Паян федераци центрĕнче ĕҫлекенсем Чӑваш Енри ҫынсен пурнӑҫĕсене ҫӑлас вахтӑна тухаҫҫĕ. Врачсемпе медсестрасене, кунти мĕнпур ĕҫчене чӑтӑмлӑхпа тӳсĕмлĕх сунатӑп", - терĕ паян ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.

 



14 мая 2020
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter