Олег Николаев "Интерфакс" ИА ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ

Олег Николаев ответил на вопросы ИА «Интерфакс»Ҫу уйăхĕн 14-мӗшӗнче  Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Интерфакс"  информаци агенствине интервью панӑ.  Вӑл регион ертӳҫи должноҫӗнче  ĕҫленĕренпе ҫӗр кун ҫитнине халалланӑ паянхи  калаҫăва.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев  нумаях пулмасть йĕркеленнĕ команда пирки, Чăваш Енре наци чĕлхине, культурине упраса хăварассипе пурнăҫланакан ĕҫсем ҫинчен тата ҫавăн пекех ҫĕршывра усал чир кăшăлвирус алхаснă тапхăрта Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине епле хатĕрленсе ирттерни пирки тĕплĕн хуравсем панă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан регионта кăшăлвирус енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе те кĕсен паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки ăнлантарса панă видеоҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ калаҫура. 



14 мая 2020
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter