Чӑваш Енĕн медицина ĕҫченĕсем, COVID-19 инфекцийĕпе кӗрешекенсем, пуш тата ака уйăхĕшĕн хавхалантаракан тӳлевсене илнĕ

Медработники Чувашии, борющиеся с COVID-19, получили стимулирующие выплаты за март и апрельКун ҫинчен паян, ҫу уйăхĕн 15-мӗшӗнче, кăшăлвирус инфекцийӗсене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Оперативлă штабăн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев медицина ĕҫченĕсене хушма пулăшу укҫапа тивĕҫтерес ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - финанс министрӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче ĕнер, каҫхине ҫу уйăхĕн 14-мĕшĕнче палăртнă виҫепе регионти мĕнпур тăрăшакан медицина ĕҫченĕсене тĕреве туллин парса тивĕҫтернĕ тесе хыпарланă. Пурĕ 4 пин те 316  ҫын медицинăра вăй хуракан, коронавирус инфекцийĕсемпе кĕрешекен тивĕҫрĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕччен тухтăрсем ҫак пулăшăва ҫу уйăхĕшĕн тивĕҫĕҫ тенĕ сăмаха малалла тăсса.

"Укҫа-тенкӗ ҫителĕклĕ пур. Федераци бюджетӗнчен 210 млн тенке яхӑн укҫа куҫарса панă. Паянхи куна 45 млн тенкӗ тӳленӗ", - пӗлтернĕ министр.



15 мая 2020
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter