Олег Николаев депутатсене COVID-19 чирĕсене хирĕҫ кӗрешес ӗҫе хутшӑнма ыйтнă

Олег Николаев попросил депутатов включаться в работу по борьбе с  COVID-19Кăшăлвируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штатăн ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ӳлĕмрен ятарлă режимăн ҫирĕп йĕркине кăштах тен ҫемҫетме те май килессине асăннă.  

"Чӑваш Енри санитарипе эпидемиологи  ларăвĕ пире унччентерех йӗркеленӗ ҫул-йĕрпе аталанса пыма май памасть. Режима та улăштарма пултараймастпăр.  Санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнас енӗпе хушусене пурнӑҫлас тӗлӗшпе пирӗн ҫирӗпрех мерăсем пăхса хăвармалла тесе шутлатӑп. Чи малтанах ҫакӑ должноҫри ҫынсене тата уйрӑм предприятисене пырса тивет", - тенӗ вӑл.

Ҫак ӗҫе те, Олег Николаев шухӑшӗпе, хастар, халăхшăн тăрăшакан депутатсем хутшӑнмалла.

"Питӗ хӑватлӑ ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ регионта. Волонтерсем, предприятисемпе организацисем ырă ĕҫсем пĕтĕм кăмăлпа пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Паллă, вĕсен йышĕнче хăш-пĕр депутатсем те пур.  Енчен те ырă кăмăллăх ĕҫне тата та анлăрах тесен, ҫак юхăма ытларах та ытларах депутатсем витĕм кӳрсен аван», - тесе чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

Хальхи вӑхӑтра республикӑра  кăшăлвируспа чирлекенсен йышĕ ӳссех пырать. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйăхĕн 15-мӗшӗ тӗлне 1116 ҫын сӑнавра тӑрать, килти условисенче 218 ҫынна тытса тăраҫҫĕ, кăшăлвирус чирĕпе аптраса сиплев учрежденийĕсенче пурĕ 890 ҫын выртать.

Пациентсене COVID-19 чирĕнчен сиплеме медицина хатĕрĕсем ҫителĕклĕ республикăра.  Республикӑра пурӑнакансене кăшăлвирус пур е ҫуккине тĕрĕслесе кулленех тест ирттереҫҫĕ.  Ҫак ӗҫе Раҫҫей УФСИН Чăваш Республикинчи  лабораторийӗ хутшӑннӑ. 



15 мая 2020
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter