Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш халӑхӗ ҫемьери хутшӑнусене яланах упранӑ тата хисепленӗ. «Ӑҫта юрату, унта ҫутӑ» («Где любовь, там и свет»), - тенӗ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫирӗп мӑшӑрсем чӑн-чӑн юрату тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ тата  вĕсем чăнласах та пысăк хисепе тивĕҫ. Вӗсем – сывӑ об­щест­вӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн телейлӗ пуласлӑхӗн шанчӑклӑ ни­кӗсӗ, патшалӑхӑн тивӗҫлӗ граждансене воспитани парас ӗҫри тӗревӗ шутланнă та малашне те шутланаҫҫĕ те.

 Ҫӗршыв Правительстви коронавирус лару-тăрăвĕнче, ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ҫемьесене пулӑшу парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗсене пула 27 миллион ача, ҫав шутра Чӑваш Ен ачисем те, хушма тӳлевсем илӗҫ. Ҫакӑ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисемшӗн палӑрмаллах пысăк тĕрев, пулăшу.

Хисеплӗ ентешсем, Пӗтӗм Тӗнчери ҫемье кунӗнче сире ырлăх-сывлăх, кил ăшшине тата пӗр-пӗрне ӑн­ланма сунатӑп!

Сирӗн ҫемйӗрте яланах тӑнӑҫлӑхпа юрату, телей тата ҫураҫу хуҫалантӑр!

 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                        Олег Николаев



15 мая 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter