Нумай хваттерлĕ ҫуртсем валли пысăк калӑпӑшпа блоксем тӑвакан завода ҫитсе курнӑ Олег Николаев

Олег Николаев посетил будущий завод объемно-блочного домостроенияРеспублика влаҫӗсем пулӑшнипе Шупашкарта "ОБД" Завод" ТМЯО  пысăк калӑпӑшпа блоксем  тирпейлесе кăларма палӑртнӑ. Ӑна  М7 федераци трассипе юнашар Лапсарти  ҫул ҫывăхăнче хӑпартса лартма килĕшнĕ.

Ҫу уйăхĕн 14-мӗшӗнче строительство площадкине  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫитсе килнĕ.

«Завод «ОБД»  ТМЯО директорӗ Владислав Иванов хăйĕн сăмахĕнче  проект тӗллевӗ пысӑк калӑпӑшпа блоксем тӑвасси  чăнахах та тесе ҫирĕплетнĕ.

Стройпощадкӑри цехсенчен хатӗр пӳлӗмсене ярса парӗҫ, ҫав пӳлӗмсенчен ҫăмăллăнах нумай хваттерлӗ ҫуртсене пуҫтарӗҫ. «Оборудование заказ панӑ ӗнтӗ, кӗркунне ӑна йӗркелеме палӑртса хуратпӑр. Раштав уйăхĕнче ĕҫе тĕрĕслесе пăхма палăртса та хунă.   Анлă производствӑна тепӗр ҫул пуҫлама палӑртатпăр. Проект хӑватне 2024 ҫул тĕлне тухма плана кĕртнĕ», - каласа панă предприятийĕн директорĕ.

Олег Николаев профиль министерствисен, хуласен тата инвесторсен ертӳҫисемпе, строительство процесӗнче сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Регион ертӳҫи коронавирус эпидемийӗпе кӗрешнӗ тапхӑрти чарупа ҫыхӑннӑ экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑрах чӑваш Енре инвестицисем явӑҫтарас тата ҫӗнӗ производствӑсем уҫас ӗҫ малалла пынине каланă.

Унăн шухӑшӗпе, завод уҫни хуласенче кӑна мар, ялсенче те пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин ӳсӗмӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ, мӗншӗн тесен кунта кӑларма палӑртса хунӑ хатĕрсемпе нумай хутлӑ тата сахал хутлӑ строительство валли те усӑ курма пулать имĕш. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫул-йĕр ыйтăвĕсене те тĕрĕслеве илнĕ. «Енчен те пысăк предприятисем хута кайсан, ҫынсем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем пулĕҫ, халăхăн тупăшĕ ӳсесси те пĕрре те никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Приоритетлӑ проекта пурнӑҫлама компани ҫӗр лаптӑкӗ суту-илӳсӗр арендӑна илнĕ. Проектпа инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 693 миллион тенкӗпе танлашать, 150 ытла ӗҫ вырӑнӗ  ҫынсене валли йӗркеленĕ.

Фоторепортаж



15 мая 2020
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter