Чӑваш Республикине тăкаксене саплаштарма укҫа уйӑрĕҫ

Чувашской Республике выделят деньги на компенсацию выпадающих доходовКун ҫинчен ҫу уйăхĕн 18-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере иртекен канашлура Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков пӗлтернӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ эрнере Раҫҫей Правительстви бюджетсен шайлашулӑхне тивӗҫтерес енӗпе регионсене дотацисене валеҫсе памалли проект хатӗрлерӗ.  Ĕҫ хутне хальлĕхе йышӑнман-ха, анчах та  РФ 56 субъектне тĕрев куҫасси паллă, вăл шутран Чăваш Республикине те укҫа куҫĕ.

"Ҫак дотаци – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ палăртнă икҫӗр миллиард тенкӗрен пуҫласа ҫӗр миллиард тенкӗ  пĕрремĕш тапхăрпа куҫать", - палӑртнă вице-премьер, Чăваш Республикине 271,9 млн тенкӗ  куҫарса парĕҫ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев йышӑнӑвӗ тӑрӑх ҫак укҫа-тенкӗн пӗр пайне муниципалитет пӗрлӗхӗсен тӑкӑнакан тупӑшӗсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑх хушшинче компенсацилеме 64,8 млн тенкĕ ярӗҫ. Олег Николаев та вӗренӳ тытăмне  муниципалитетсене пайласа панă хыҫҫӑн юлнӑ укҫана ярса пама хушнă.

"Эпир халӗ сахал мар объекта чарса лартрăмăр. Ачасем канура, апла пулсан, ҫуртсене тирпей-илем кӳртме меллĕ. Вĕренӳ пайне вăхăтра укҫа-тенкĕ куҫарса пама тăрăшмалла.  Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Чăваш Республикин Финанс министерствине ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушатăп.  Объектсене пурнăҫлама нимĕнле чару та пулмалла мар, укҫа-тенкĕ вăхăтра куҫмалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  



18 мая 2020
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter