Чăваш Енре COVID-19 чирĕпе аптракансене малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе активлă ĕҫленине асăннă Олег Николаев
Ҫу уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере иртекен канашлура кăшăлвирус инфекцийӗ республикăра анлăн сарăлса пынине асăннă, регионти влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн ыйту пысăк тимлĕхре пулнине палăртса хăварнă.
COVID-19 чирĕпе аптракансене тупса палăртнă кăтарту республикӑра ҫӳллӗ шайра. Ҫу уйăхĕн 17-мӗшӗнче ирхине 9 сехет тӗлне кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекен 1700 ҫынна тупса палăртнă, вӗсенчен 559-шӗ сывалнӑ.
Олег Николаев ыйту ҫине икĕ енлĕн пӑхмаллине палӑртнă. Пӗр енчен, цифрӑсем пире тата та тимлĕрех ĕҫлеме хистеҫҫĕ, тепӗр енчен калас пулсан - чирлекен ҫынсене малтанхи тапхăртах тупса палӑртни пысӑк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курса, халăха туххăмрах чиртен сипленсе пыма витĕм кӳрет тенĕ вăл.
"Пӗтӗмӗшле илсен лару-тӑру ҫирĕп тĕрĕслевре. Кулленех ĕҫсене тишкерсе пĕтĕмлетӳсем туса пымалла, кирлĕ пек ҫирĕп мерăсене вăхăтра йышăнма та пĕлмелле", - тесе палăртнă Олег Николаев.