Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ

Олег Николаев в режиме видео-конференц-связи провел большую пресс-конференцию Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна вăл республика ертÿçин тилхепине тытнăранпа 100 кун çитнине халалланă.

Тĕрĕссипе, çак кун çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчех пулнăччĕ-ха. Анчах вăл вăхăтра Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисене тивĕçлипе ирттермеллеччĕ. Хăшĕсене онлайн, дистанци мелĕпе пулин те хисеплĕ ветерансене, Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр чунтан тăрăшнисене сума сумаллаччĕ.

Коронавирус пандемийĕ пресс-конференци форматне те витĕм кÿчĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пресс-секретарĕ Александр Кузин калашле, республика ертÿçисем онлайн меслетпе пресс-конференци ирттерни пулманччĕ-ха.

Олег Алексеевич кирек епле ыйтăва та: çивĕч-и вăл е тавлаштаракан-калаçтаракан-и – пурне те лăпкăн та туллин хуравларĕ. Журналистсен ыйтăвĕсенче «мухтав юрри» те сисĕнмерĕ. Кашниех халăха чăннипех те кирлĕ ыйтăва хускатма тăрăшрĕ. Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче тата пирĕн сайтăн вырăсла пайĕнче.

www.hypar.ru



20 мая 2020
17:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter